Чӑваш Енрен паян инкек тӳсекен Курск облаҫне гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатаҫҫӗ

Паян ҫар мухтавӗн кунӗ - нимӗҫ фашисчӗсене Курск ҫывӑхӗнче ҫапса аркатнӑранпа 81 ҫул ҫитет. Хаяр ҫапӑҫу 1943-мӗш ҫулта утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшчен пынӑ. Ҫавна май паян Чӑваш Енрен Курск тӑрӑхне хальхи вӑхӑтра йывӑрлӑха лекнисене пулӑшма черетлӗ гуманитари тиевӗ ӑсатаҫҫӗ. 

Гуманитари тиевне кӗске вӑхӑтра пухма республикӑри предприятисемпе организацисем, муниципалитетсем, вӗренӳ учрежденийӗсем пулӑшнӑ. Ку ырӑ ӗҫе Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем те хастар хутшӑннӑ, нушана лекнӗ ҫынсене кӑштах та пулин ҫӑмӑллӑх кӳрес тенӗ. Йывӑр тиевлӗ машин республикӑран инҫе ҫула виҫҫӗмӗш хут тухать. Гуманитари пулӑшӑвне Курскри вӑхӑтлӑх пурӑнмалли пунктсене ҫитерӗҫ. Япаласене унта волонтерсемпе ытти хастарсем валеҫӗҫ. Ыркӑмӑллӑх акцийӗ малалла пырать. Инкеке лекнисене пулӑшас текенсене "Единая Россия" партин уйрӑмӗсенче кӗтеҫҫӗ. 

Леонид Петров, Виктор Степанов