Пӗр енне пин те 500 ҫухрӑм ытла парӑнтарса гуманитари тӗллевӗпе ҫула тухнӑ машин Шупашкартан Запорожье тӑрӑхне ҫитнӗ. Халӑх фрончӗ пуҫарнипе унта салтаксене ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама пулӑшакан тата куллен кирлӗ япаласем пухса хатӗрленӗ. Акӑ, ҫыхӑну валли хальхи йышши 55 раци, саппас аккумуляторсем тата вӗсене авӑрламалли станци илсе килнӗ. "Ластик" хушма ят илнӗ салтак цифра рацийӗсем калаҫӑва лайӑх хӳтӗленине, ҫыхӑнӑва аяккарах йӗркелеме тата пахарах тунине ӑнлантарчӗ. Интернет урлӑ хӑйсем саккас панисем чылай чух суя пулнине те пытармарӗ. Хатӗрсемшӗн чунтан тав турӗ ентеш-салтак.
Тиеве салатма ҫур сехет парать командир. Унсӑррӑн тӑшман разведки асӑрхама пултарать. Харӑсах темиҫе машин ҫине тиеҫҫӗ, кайран вӗсем гуманитари пулӑшӑвне уйрӑм батальонсем патне ҫитереҫҫӗ.
Медиксем валли чылай эмел илсе килнӗ. Сӗм тӗттӗмре курма май паракан хатӗр те салтаксен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшать. Вӑрҫӑ хирӗнче фара ҫутса ҫӳреймӗн, ҫӗрлехи оптика приборӗ палӑртнӑ вырӑна ҫитсе аманнисене илсе тухма кирлӗ. Генераторсем кирек ӑҫта та хальхи хатӗрсене, телефонсене авӑрлама, ҫутӑпа тивӗҫтерме пултараҫҫӗ. Вӑрманта блиндаж-окоп валли вырӑн хатӗрлеме бензопӑчкӑсем, ҫӗр чавма кӗреҫе илсе килнӗ. Машинсем валли саппас пайсемпе хушма кустӑрмасем яланах кирлӗ. Прицелсем, газ баллонӗсемпе наҫилккасем, атӑсемпе перчеткесем - гуманитари тиевне салтаксене мӗн ыйтса янине шута илсе хатӗрленӗ, хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтересси - тӗп вырӑнта. Ку ӗҫре чылай ҫын тӳпе хывнӑ, уйрӑмах "Отделфинстрой" компани ертӳҫи, суд приставӗсем, казначейство, Чӑвашстат, Улатӑрти "Электроприбор" заводра тӑрӑшакансем тата ытти ӗҫ коллективӗсем хастар явӑҫнӑ. Тӗрӗссипе, фронтра нимӗн те ытлашши мар, каласа парать Монах хушма ят илнӗ салтак. Калӑпӑр, малти линире нуски ҫума май ҫук, ҫӗнни улӑштарса тӑхӑнсан - чӑн ырӑлӑх, тет. Килтен аякра чух чӑваш кучченеҫӗ те самай тутлӑрах. Салтаксем ентешсен пулӑшӑвне туйнине, тӑван тӑрӑхра хӑйсене кӗтнине палӑртаҫҫӗ.
Ирина Николаева