Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш хут "Доброфорум" иртрӗ

Унта 200 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Вӗренӳ институтӗнче пуҫтарӑннисем ҫулталӑк кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗҫ, тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ.

Пурте вӗсем - ырӑ ӗҫ тӑвакансем. Республикӑра волонтерсен юхӑмӗ анлӑ сарӑлнине палӑртмалла. Пӗтӗмпе 18 пин ытла ҫын тӗрлӗ енпе тимлеҫҫӗ. Сӑмахран, волонтер-медиксем сывлӑх сыхлавӗ енӗпе ирттерекен акцисене хастар хутшӑнаҫҫӗ, тухтӑрсене пулӑшаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем ҫитӗнекен ӑрура патриотизм туйӑмне аталантарассипе тӑрӑшаҫҫӗ, шкулсемпе ача сачӗсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалласа ӗҫ-пуҫ ирттереҫҫӗ, шыравсене хутшӑнаҫҫӗ тата ытти те. Ҫавӑн пекех хастарсем республикӑри пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ. 

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин