Чӑваш Енре "Вӑрҫӑ ачисем ҫинчен" калакан саккун проектне сӳтсе яваҫҫӗ

Ҫавна май Ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алена Елизарова Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центра ҫӳрекенсемпе тӗл пулчӗ.

Мария Деткова синкер ҫулсене паян та пӑлханса аса илет. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул вӑл иккӗре кӑна пулнӑ. Унӑн ашшӗ  фронта тухса кайнӑ, амӑшӗ вара килӗнче виҫӗ ачипе пӗчченех тӑрса юлнӑ. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ. Детковсем темиҫе хутчен те тӑванӗ вилни ҫинчен пӗлтерекен хут илнӗ. Телее, вӑл сывах юлнӑ, Ҫӗнтерӗве Берлинта кӗтсе илнӗ, 46-мӗш ҫулта ҫемйи патне таврӑннӑ. Вӑрҫӑ ачисем сахал мар терт-нуша тӳснӗ.

Елена Дмитриева, Владимир Синдеев