Чӑваш Енре туризм тапхӑрӗ пуҫланчӗ

"Атӑл тӑрӑхӗнчи кану кунӗсем" регионсем хушшинчи проектпа килӗшӳллӗн ҫак кунсенче Шупашкарта Самар, Чӗмпӗр, Пенза, Тольятти хулисенчен 170 ытла ҫул ҫӳревҫӗ пулса курчӗ. 

Туристсем валли кӑҫал "Чӑваш эксклюзивӗ" программа хатӗрленӗ. Иртнӗ ҫул "Трактор-шоу" кӑтартнӑ пулсан, ку хутӗнче хӑнасене наци культурипе, историпе, йӑли-йӗркипе тӗплӗнрех паллаштарас тенӗ. Ҫавна май тӗп лаптӑксенчен пӗри Чӑваш академи драма театрӗ пулчӗ. Артистсем хӑнасем валли ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Унта улах ларнине, салтака ӑсатнине, туй йӑли-йӗркине кӗртнӗ. Туристсене театра кӗрсенех авалхи халапсемпе юмахсенчи тӗп сӑнарсем кӗтсе илчӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем вӗсемпе сӑн ӳкерӗнме кӑна мар, калаҫма та пултарчӗҫ. "Атӑл тӑрӑхӗнчи кану кунӗсем" проект малалла аталанать. Чӑваш Ен пӗрремӗш хут чукун ҫул ҫинчи "Пӗлӳ вакунӗ" акцие хутшӑнать. 8 хулари шкул ачисем ҫу уйӑхӗнче Мускавпа ҫывӑхрах паллашма пултарӗҫ. 

Леонид Петров