Чӑваш Енре туристсем валли тӳлевсӗр аудиоспектакль кӑларнӑ

Халӑхра ҫӳренӗ халапсемпе чӑн пулнисем, йӑла-йӗркепе культура, республика пирки кӑсӑклӑ фактсем. МТС компани "Атӑл историйӗсем: Шупашкар" ятпа туристсем валли пӗрремӗш тӳлевсӗр аудиоспектакль кӑларнӑ. Чӑваш Ен ку проекта пурнӑҫланакан 2-мӗш регион пулса тӑнӑ. Чи малтанах экскурсире журналистсемпе блогерсем пулса курчӗҫ. 

Пӗрремӗш Петӗр император Шупашкара мӗн сӑлтавпа килнӗ, Кӗтерне патша ылтӑн кашӑкне хӑш вырӑнта ӳкерсе хӑварнӑ? Халиччен илтменни-пӗлменни нумай. Ҫавӑнпа та проект Шупашкар хӑнисемшӗн кӑна мар, кунта пурӑнакансемшӗн те кӑсӑклӑ пулмалла. Атӑлӑн чӑвашла ячӗ, пирӗн халӑхӑн шывпа ҫыхӑннӑ туй йӑлисем. Ҫак калавсемпе ҫула тухсан пӗрре те тунсӑх пулмалла мар. Аудиогид 2 пайран тӑрать. Кашниех хӑйнеевӗрлӗ. Хусаналла кайсан пӗр истори, Чулхула еннелле ҫул тытсан - тепӗр тӗрли. Пӗтӗмпех ку тӑрӑхри ял-хула пирки. Пӗчӗк-спектакль евӗрлӗ калавсен ярӑмне Александр Базаров вулать. Чӑваш Енри туризм ӗҫӗ-хӗлне хальхи вӑхӑтра тивӗҫлӗ шайра тесе хаклама пулать. Паянхи куна республикӑна ҫур миллиона яхӑн ҫын килсе курнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫак кӑтарту 10-15 процент таран ӳсмелле. Уйрӑмах пирӗн пата ҫулҫӳревҫӗсем юханшыв тӑрӑх килме кӑмӑллаҫҫӗ. 

 

Алиса Александрова, Надежда Егорова, Святослав Петров