Чӑваш Енре Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ

Пӗр лаптӑкра республикӑри тӗрлӗ муниципалитетран 5 пин ытла ача Шупашкарти "Арена" Пӑр керменне пуҫтарӑнчӗ. Унта республика шайӗнчи форумпа чылайранпа кӗтнӗ пулӑм - Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ - уҫӑлчӗ. Йӑла-йӗрке, спорт, туризм - уявра тӗрлӗ проектпа паллашма май пулчӗ. 

Пӑр керменне лӑк тулли халӑх пухӑннӑ. Уявӑн пысӑк хӑнисем хальхинче - ачасем. Сценӑна та, куракансен залне те пӗр вырӑн хӑварми йышӑнчӗҫ вӗсем. Ҫулталӑка пыракан чаплӑ уява уҫма йыхрав яни - ҫамрӑк артистсемшӗн хӑйех пысӑк ҫитӗнӳ пек. Ҫакна ашшӗ-амӑшӗ те палӑртать. 

Ҫитӗнекен ӑру пинӗ-пинӗпе пӗр тӗлте пухӑнни республикӑра тахҫантанпах пулманччӗ. Спортсменсем, музыкантсем, художниксем, шырав отрячӗсен хастарӗсем. Кашниех хӑйне евӗр пултаруллӑ. Паянхи кун ятарлӑ ҫар операцийӗнчи арҫынсен ывӑл-хӗрне те, сывлӑх енчен хавшакрах, тӑлӑх ачасене те тимлӗхсӗр хӑварман. Пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.

Регион ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫ-пуҫ тӗллевӗ - ҫамрӑксене пӗр вырӑнта пуҫтарасси кӑна мар, тӗрлӗ ял-хулари ачасене республикӑри аслӑ шкулсемпе, професси паракан пӗлӳ учрежденийӗсемпе паллаштарасси. Шупашкарта ҫак кун ачасемшӗн кӑсӑклӑ 200 ытла лаптӑк ӗҫлерӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов, Андрей Шоклев