Чӑваш Енре шыв ҫинче пулнӑ инкексен шучӗ ӳсет 

Ҫак кунсенче Улатӑр хулинче Сӑр юханшывӗнче 39 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ирӗк паман вырӑнта чӑмса тухма шутланӑ тата ӳсӗр пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ятарласа йӗркеленӗ вырӑнта та асӑрхануллӑ пулмалла. Шупашкарти пляжсенче иртнӗ шӑматкун кӑна 3 пин ытла ҫын каннӑ. Инкек ан пултӑр тесе ҫӑлавҫӑсем тӑтӑшах рейдсем ирттереҫҫӗ. 

Шыв ҫинчи патруль ялан хуралта. Вӗсем канакансене хӑрушсӑрлӑх йӗркисене аса илтереҫҫӗ, палӑртнӑ вырӑнтан шаларах ишсе кӗме юраманни пирки каласах тӑраҫҫӗ. Кимӗпе пынӑ чухне те йывӑрӑша шута илмелле. Рейд вӑхӑтӗнче ҫӑлавҫӑсем пӗр катера чарчӗҫ. Ун хыҫне ярӑнмалли банан ҫаклатнӑ пулнӑ. Катер ҫинче ирӗк панӑ 4 ҫын вырӑнне 5-ӗн пулнине палӑртнӑ. Йӗркене пӑсакансем тӗлӗшпе протокол ҫырчӗҫ. Тӗрӗслекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, рейдсен тӗллевӗ - штрафласси мар, ҫынсене инкекрен сыхласси.

Ҫӑлавҫӑсем канакансене буклетсем валеҫеҫҫӗ, шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмаллине тепӗр хут аса илтереҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх йӗркисем вара питӗ ансат - ирӗк панӑ вырӑнта кӑна шыва кӗмелле, ачасене куҫран вӗҫертмелле мар тата ӳсӗрсен чӑмассинчен тӑхтаса тӑмалла. 

Шупашкарти пляжсенче ҫак кунсенче халӑх питӗ нумай пулнине шута илсе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин ҫӑлавҫӑсене тӗрӗслеве вӑйлатма хушнӑ.

Диана Иванова, Михаил Нагоркин, Святослав Петров