Фестиваль вӑхӑтӗнче вунӑ ытла лаптӑк ӗҫлерӗ. Кашниех кӑсӑклӑ ӗҫ-пуҫа хутшӑнма пултарчӗ. Ташлама, музыка инструменчӗсемпе калама вӗрентрӗҫ пухӑннисене.
Уяв аслисене те, кӗҫӗннисене те пӗрлештерчӗ. 14 ҫул тултарман ачасем фестивале тӳлевсӗрех хутшӑнма пултарчӗҫ. Пурӗ Шупашкар тӑрӑхне икӗ пин ытла ҫын килсе ҫитрӗ. Вӗсен кӑмӑлне вара тӗрлӗ артист, дизайнер тата ӳнерҫӗ хӑпартрӗҫ.
Аня Чижова фончӗ хӑй хӳттине республикӑри 390 ачапа ҫамрӑка илнӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри фестивале савӑнсах хутшӑнчӗ. Чылайӑшӗ кӳмепе ҫӳрет. Ҫавӑнпа та лаптӑкра ятарлӑ тротуарсем тунӑ, вӗсене ҫутӑ тӗссемпе тата кӑмӑла хӑпартакан сӑмахсемпе илемлетнӗ. "Чӑваш керем" этнокомплексӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче вара хӑйне евӗрлӗ кӑсӑклӑ кӳлепесем вырнаҫтарнӑ - вӗсене чылай вӑхӑт сӑнама пулать. Тӗслӗхрен, арман ҫине "Чун" ятлӑ картина ҫакнӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Лондонри куравра та пулнӑ. Ҫапла майпа "Шевле" фестиваль пултаруллӑ та маттур ӑстасене пухнӑ. Уява йӗркелеме спонсорсемпе волонтерсем пулӑшнӑ.
Ушкӑнсем тӗрлӗ регионтан. Чылайӑшӗ пӗлекен Сюзанна юрӑҫ пухӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе тыткӑнларӗ. Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ коллектив та чылай пулчӗ. Тӗслӗхрен, сцена ҫине "Рassmurny" ятлӑ ушкӑн тухрӗ. Ултӑ ҫул ӗнтӗ вӗсем Мускавра ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ, ҫапах та хӑйсен тымарӗсене манмаҫҫӗ. Хулара ҫитӗннӗ пулин те чӑвашла пӗлкелеҫҫӗ.
Пысӑк ӗҫ пӗчӗк утӑмран пуҫланать, теҫҫӗ. Кӑҫал уяв вӑхӑтӗнче тӑватӑ миллион тенке яхӑн пуҫтарнӑ. Ку вӑл билетсем сутса тунӑ тупӑш тата спонсорсен тӳпи. Сӑмах май, пӗлтӗр 500 пин кӑна пухнӑ. Мӗн пур укҫана йывӑр чирлӗ ачасене пулӑшма яраҫҫӗ.
Вероника Павлова, Святослав Петров