Чӑваш Енре Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен паттӑрлӑхне халалланӑ Ҫулталӑк вӗҫленчӗ

80 ҫул каялла, шӑп ҫак вӑхӑтра Чӑваш АССРӗн Халӑх Комиссарӗсен Канашӗ республикӑра хӳтӗлев чикки тӑвасси ҫинчен калакан постановлени кӑларнӑ. Ҫав кунах пирӗн халӑх ӗҫе пикеннӗ. Вӑл йывӑр вӑхӑта ас тӑвакансем халӗ те пур-ха. Ветерансене чысланӑ май Шупашкарта ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑма халалланӑ ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ.

Тылра паттӑрлӑх кӑтартнӑ ветерансем паян та пирӗнпех. Хӑшӗ-пӗри ҫак уява килме те вӑй тупрӗ. Вӗсене Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӳтӗлев чиккине тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ ятарлӑ медальпе чысларӗ. Пысӑк хисепе тивӗҫнисен йышӗнче 96-ри Феоктиста Пронюхина тата Елизавета Прокопьева пулчӗҫ. Ветерансен ӗҫ паттӑрлӑхне халӑх асӗнче ӗмӗрлӗх упраса хӑварас тӗллевпе республикӑра питӗ пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Пирӗн телерадиокомпани, сӑмахран, "Вӑрҫӑ ачисем" тата хыпарсен кӑларӑмӗсенче вуншар тыл ветеранӗн шӑпи пирки каласа кӑтартрӗ. Унсӑр пуҫне хӳтӗлев чиккине тунӑ тапхӑра ҫутатакан тӗпчев ӗҫӗсем, статьясем, фильмсем кун ҫути курнӑ. Театрсемпе концерт учрежденийӗсем спектакльсемпе ятарлӑ постановкӑсем хатӗрленӗ. Ӗҫ паттӑрлӑхӗн темипе юрӑсен конкурсне ирттернӗ. Куславкка районӗнче вара кӑҫал Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине халалласа асӑну комплексӗ тума пуҫланӑ. 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров