Чӑваш Енре Раҫҫей Социаллӑ фончӗн председателӗ Сергей Чирков пулчӗ

Вӑл Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулса регионта пурӑнакансене кӳрекен пулӑшу майӗсене сӳтсе яврӗ, ҫавӑн пекех малашне пӗрле килӗштерсе ӗҫлесси пирки икӗ енлӗ килӗшӳ алӑ пусрӗҫ. Унсӑр пуҫне Сергей Чирков производствӑра аманнӑ ҫынна ҫӗнӗ машин уҫҫине пачӗ,  ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсемпе тӗл пулчӗ. 

Ӗҫре суранланнисене ятарлӑ техникӑпа тивӗҫтерни - патшалӑх енчен курӑмлӑ пулӑшу. Страхлав йӗркинче машин панисӗр пуҫне уйӑхсерен тӳлевсем пӑхса хунӑ. Медицина, социаллӑ, профессири реабилитаципе ҫыхӑннӑ тӑкаксене те саплаштараҫҫӗ. Станислав Евгеньев 2026-мӗш ҫулта машин улӑштарнисенчен пӗрремӗш. Йӗрке тӑрӑх, 7 ҫулта пӗрре ҫӗнӗ машин параҫҫӗ. Транспорта сывлӑх уйрӑмлӑхӗсене кура пуҫтарса кӑларнӑ.

Социаллӑ фондӑн регионти уйрӑмӗ ҫунтармалли-сӗрмелли хатӗрсем илнӗ тӑкаксен пӗр пайне саплаштарса тӑрать. Ҫавӑн пекех Станислав Константиновича автосалонра машинӑна пӗр хутчен тӳлевсӗр пӑхмалли сертификат пачӗҫ. Иртнӗ 3 ҫулта производствӑра инкек тӳснисене 49 машин панӑ. Кӑҫал улӑштарма вӑхӑт ҫитнисем е пирвайхи хут памаллисем - тепӗр 6.

Сергей Александрович хулари клиентсен службинче те пулчӗ. Тӗрлӗ ыйтупа пыракансене йышӑнма 18 чӳрече йӗркеленӗ. Пӗлтӗр кунта 100 пине яхӑн ҫын ыйтӑвне татса панӑ. Кунне 500-е яхӑн клиента йышӑнаҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсене паян пысӑк тимлӗх. Сергей Чирков фронтран аманса таврӑннисемпе тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе яврӗ, мӗнле пулӑшусем илнипе, чӑрмавсем пуррипе кӑсӑкланчӗ. Ҫӗршывӗпе тӗрлӗ енлӗ реабилитаци тухма 12 центр ӗҫлет. Пӗлтӗр унта 12 пин ветеран сипленнӗ. Кӑҫал 22 пин салтак валли май туса парасшӑн. Саккуна улшӑну кӗртнӗ май 1-мӗш ушкӑн инваличӗсен тата тухтӑр сӗнӗвӗсене кура инҫе ҫула пулӑшаканпа пӗрле тухма юрать. Сергей Чирков сӑмахӗпе Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ  3-мӗш ҫул Раҫҫейри ытти регинсем йышӗнче малти виҫӗ вырӑнта пырать. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 17 пилотлӑ проект пурнӑҫланать.

Алиса Александрова, Виктор Степанов