Чӑваш Ен - ҫарпа патриот вӑййисен йӑлине пӗр ҫул та татман Раҫҫейри темиҫе регион йышӗнче. Ӑруран-ӑрӑва куҫса пыракан ӑмӑрту ҫамрӑксем хушшинче хисепре, унта чи хастаррисемпе вӑйлисене, спортра пултаруллисене илеҫҫӗ. Самана улшӑнса пынӑ май ҫӗнӗ технологисене те кӗртсе пыраҫҫӗ. "Зарница" суйлав, муниципалитетри, регионти, округри тапхӑрсенчен тӑрать. Раҫҫей шайӗнче финал авӑн уйӑхӗнче иртет. "Звездочка" лагерьте тӗрлӗ лапам йӗркеленӗ. Вӑл шутра пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсемпе ӗҫлеме вӗрентекенни, хими тата бактериологи хӳтӗлевӗпе ҫыхӑнни, ҫапӑҫу хирӗнчех пӗрремӗш пулӑшу пама хӑнӑхтараканни, инженерпа сапер ӗҫӗпе паллаштараканни. Халиччен пулманнине кӑҫалхи ӑмӑртура ҫамрӑксем харпӑр хӑйшӗн тата ушкӑншӑн тупӑшӗҫ. Кашнине хӑйӗншӗн тӑма сӗнекен программӑпа килӗшӳллӗн командирсем, саперсем, медиксем, штурмовиксем ӑмӑртӗҫ.
"Зарница" ӑмӑртура цифра технологийӗсене анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Ҫарпа патриот вӑййисен историйӗ 1968-мӗш ҫулта ҫырӑнма пуҫланӑ. Кӑҫал Раҫҫейре Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫак ӗҫ-пуҫӑн пӗлтерӗшӗ уйрӑмах пысӑк.
Алиса Александрова, Бахтияр Велиев