Чӑваш Енре пӗтӗм ҫӗршыври пекех Крымпа Севастополь Раҫҫейпе пӗрлешнине паллӑ турӗҫ

Ҫавна май кашни муниципалитетрах тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркеленӗ. Тӗп хулара уяв "Лакрей вӑрманӗ" паркра иртрӗ. 

9 ҫул каялла Крымпа Севастопольте пурӑнакансем пӗтӗм тӗнчене халӑх пӗршухӑшлӑхӗн вӑйне кӑтартрӗҫ, яланах Раҫҫейпе пулассине, унӑн историпе культурине парӑннине ҫирӗплетрӗҫ. Ҫак кун паркра кунӗпех юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ. Концерта хулари чи пултаруллӑ ушкӑнсем хутшӑнчӗҫ. Тӗп аллейӑра вара ӳнер шкулӗнче вӗренекенсен ӗҫӗсен куравне тата ӑсталӑх сехечӗсем йӗркелерӗҫ. 

Владимир Тимофеев, Светлана Позднякова, Вадим Владимиров