Чӑваш Енре патшалӑх техника надзорне йӗркеленӗренпе 65 ҫул ҫитрӗ

Ҫак тытӑмра ӗҫлекенсем ҫавра ҫула паллӑ тума хӑйнеевӗрлӗ вырӑнта - Трактор музейӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.

Патшалӑх техника надзорӗн инспекцийӗнче вӑй хуракансем кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса пыраҫҫӗ. Вӗсем техника юрӑхлӑхне тӗпчеҫҫӗ, ӑна епле упранине, уя кӑларма мӗнле хатӗрленине асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех транспорта патшалӑх шутне илеҫҫӗ, вӗсемпе ӗҫлекенсенчен экзамен йышӑнса удостоверенисем параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне парксенчи чуччусем те вӗсен тимлӗхӗнче.

Кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсенчен пӗри вӑл - трактор-машин валли электронлӑ паспорт туни. Малашне тракторист-машинистсен удостоверенийӗсем те электронлӑ пулӗҫ. 

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патшалӑх техника надзорӗнче тӑрӑшакансем ҫӗр ӗҫченӗсене лайӑх тухӑҫ илме пулӑшнине палӑртрӗ. Енчен те техника юсавлӑ пулсан, паллах, ӗҫ пахалӑхӗ те ӳсет. Регион ертӳҫи тӳрӗ кӑмӑлпа нумай ҫул тӑрӑшакансене тӗрлӗ награда парса чысларӗ. 

Паянхи куна Чӑваш Республикин патшалӑх техника надзорӗнче 26 пин те 876 тӗрлӗ машин-трактора шута илнӗ. 5 ҫулта вӗсен шучӗ 10 процент ӳснӗ.

Диана Иванова, Димитрий Макаров