Чӑваш Енре мӗн пур Раҫҫейри пекех волонтер кунне паллӑ турӗҫ

Ку вӑл чун ыйтнипе, чӗре хушнипе ҫынсене пулӑшакансен уявӗ. Ҫавна май республикӑра хастарсем хутшӑннипе тӗрлӗ ҫӗнӗлӗх пурнӑҫа кӗртрӗҫ. 

Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче республикӑри 3-мӗш Добро.Центр уҫӑлчӗ. Ҫапла майпа ырӑ ӗҫ тӑвакансене - волонтерсене пуҫтарӑнмалли вырӑн йышлӑнчӗ. Ку аслӑ шкулта кӑна 600 волонтер. Вӗсенчен ытларах пайӗ кашни кун тенӗ пек ырӑ ӗҫе хутшӑнать. Ятарлӑ центр уҫӑлни хастарсене хӑйсен тӗллевӗсене тата витӗмлӗрех пурнӑҫлама пулӑшӗ. Кунта хӑнасене чӗнме, пресс-конференцисем ирттерме те май пур. Пӗрремӗш кунне студентсемпе педуниверситет ректорӗ Игорь Кожанов тата Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен политикин управленийӗн ертӳҫи Иван Филиппов тӗл пулчӗҫ, волонтерсен юхӑмӗ тата унӑн пӗлтерӗшӗ пирки калаҫрӗҫ. Тӗнче ырӑ ҫынсем ҫинче тытӑнса тӑнине палӑртрӗҫ. 

Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивалӗн волонтёрӗсем вара "Старт 80 кунран" ятпа акци йӗркелерӗҫ. Вӑл Мускавра "Раҫҫей" курав-форумӑн лапамӗнче пулчӗ. Ҫуркунне Сочире иртекен фестиваль ӗҫне пилӗк пин ытла волонтера явӑҫтарма палӑртнӑ. Ҫак йыша Чӑваш Енри ҫамрӑксем те кӗнӗ. ВДНХ-ра иртекен ӗҫ-пуҫа вӗсем те хутшӑнма пултарчӗҫ. 

Волонтёрсене вӗрентекен центр Чӑваш патшалӑх университетӗнче юпа уйӑхӗнче уҫӑлнӑ. Кунта Киров, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Пермь тӑрӑхӗнчен, Марипе Чӑваш Енрен пурӗ 160 ҫынна фестивале кайма хатӗрлеҫҫӗ, 30-шӗ - пирӗн республикӑран. 

Надежда Александрова, Екатерина Фомина, Дарья Петрова, Михаил Солин