Чӑваш Енре мӗн пур Раҫҫейри пекех "Ҫӗнтерӳ диктанчӗ" ҫырчӗҫ

Кӑҫалхипе ку акци 5-мӗш хут иртрӗ. Республикӑра истори пӗлӗвне тӗрӗслеме 500 ытла вырӑн хатӗрленӗ. Акцие пурӗ 15 пин ҫын хутшӑннӑ. Тӗп лаптӑк Чӑваш патшалӑх университетӗнче пулчӗ.

Аслӑ шкулта диктант ҫырма 8 аудитори хатӗрленӗ. Вӗсенче пурӗ 600 ҫын пуҫтарӑнчӗ: студентсем, вӗрентекенсем, тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлекенсем. Пухӑннисене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, 99 ҫулти Евгений Беляев саламларӗ. Салтак хыҫҫӑн вӑл 40 ҫул ытла истори вӗрентнӗ. Евгений Григорьевич акцин пӗлтерӗшне палӑртрӗ, ҫамрӑк ӑрӑва Ҫӗнтерӗве мӗнле хакпа туптанине аса илтерсех тӑмалла терӗ. Диктанта ҫыракансен 45 минутра 25 ыйтӑва хуравламалла. Вӗсене кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ паллӑ датӑсене халалланӑ: Сталинградпа Курск ҫапӑҫӑвӗсем, Ленинград блокадине сирсе яни, Донбаса ирӗке кӑларни, Нюрнбергри сут тата ытти те.

Ҫӗнтерӳ диктантне тӗрӗс ҫырас тесен, паллах, историне лайӑх пӗлмелле. Паттӑрсен ячӗсене, паллӑ пулӑмсене те асра тытмалла. Ку диктант хӑйнеевӗрлӗ экзамен. Телефонсемпе усӑ курма юрамасть, юнашар лараканран та пулӑшу ыйтма ҫук.

Ҫӗнтерӳ диктанчӗн географиӗ ҫулсерен анлӑланса пырать. Кӑҫал Раҫҫейре тата чике леш енчи ҫӗршывсенче 22 пин лаптӑк хатӗрленӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ - истори чӑнлӑхне упраса хӑварасси.

Диана Иванова, Димитрий Макаров