Чӑваш Енре мӗн пур ҫӗршыври пекех "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акци вӑй илет

Ӑна Раҫҫейре 5-мӗш ҫул йӗркелеҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра 60 пине яхӑн ачан кӑмӑлне тивӗҫтернӗ. Вӗсене пурӗ 700 миллион тенкӗлӗх парнесем панӑ. Кӑҫал та влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, депутатсемпе тӗрлӗ организаци ертӳҫисем пулӑшу кирлӗ ачасене Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе савӑнтараҫҫӗ. 

Шупашкарти "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче вырнаҫнӑ. Акцине хутшӑнас текенсем хӑйсен ӗмӗчӗсене ятарлӑ сайтра ҫырса пӗлтереҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче нумай ачаллӑ, сахал тупӑшлӑ, тулли мар ҫемьесенче ӳсекенсем. Хӗл Мучи вырӑнӗнче вара - влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем, тӗрлӗ пӗрлешӳ ертӳҫисем, депутатсем тата ыттисем те. Хальхинче ача-пӑча пултарулӑх керменне пуҫтарӑннисем те пӗрин хыҫҫӑн тепри чӑрӑш ҫинчен открыткӑсем илчӗҫ. Тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин Полина Павлован ӗмӗтне пурнӑҫлама шантарчӗ. Полина 7 ҫулта. Тӗп хулари 46-мӗш гимназире вӗренет. Хӗр ача канцеляри хатӗрӗсем пирки ӗмӗтленет. 

Хула пухӑвӗн депутачӗ Олег Скворцов 40-мӗш шкулта ӑс пухакан 8 ҫулти Анна Пчелована савӑнтарӗ. Ку хӗрача та ӳкерме тата ҫырма юратать. Сергей Муравьев депутата Ангелина Слышован открытки лекрӗ. Вӑл Шупашкарти 2-мӗш шкулта вӗренет.

Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов та Хӗл мучи вырӑнӗнче пулса курчӗ. Вӑл тӳрех 3 ача ӗмӗтне пурнӑҫлӗ. Мускавра Федераци Канашӗн пухӑвӗ хыҫҫӑн Леонид Ильич чӑрӑш ҫинчен Донецкри хӗрачан ҫырӑвне туртса кӑларнӑ. Варвара Кузьминан ӗмӗтне Леонид Черкесов ҫак кунах пурнӑҫларӗ. Хӗр ачан амӑшӗ "Единая Россия" парти ирттерекен "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акцие хӑй ҫыру ҫырса янӑ. Ачине парне тӑвас тенӗ. Тимофей Гурьянов ӗмӗтне те ҫывӑх вӑхӑтрах пурнӑҫлама шантарчӗ Леонид Черкесов. 7 ҫулти арҫын ача поезд машинисчӗ вырӑнӗнче пулса курасшӑн.

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова