Уяв Андриян Николаев бюсчӗ умӗнчи митингран пуҫланчӗ. СССРӑн виҫҫӗмӗш космонавчӗ тӗнче уҫлӑхӗнче скафандрсӑр ӗҫлессипе пӗрремӗш пулнӑ.
Унӑн 1962-мӗш ҫулти пӗччен вӗҫевӗ 4 талӑка тӑсӑлнӑ, 1970-мӗш ҫулти - 18 талӑка. Ун чухне ҫак вӑхӑт чӑн рекорд шутланнӑ. Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисем сахал мар. Ҫак кун чӑваш ҫӗрӗпе ҫыхӑннӑ ытти космонавта та чысларӗҫ.
Уяв ӗҫ-пуҫне хутшӑнакансем палӑк умне чечексем хучӗҫ. Чи пӗлтерӗшли те кӑсӑкли Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗнчи 74-мӗш экспедици пайташӗсемпе радиоҫыхӑнӑва тухни пулчӗ. Шуршӑлта пурӑнакансемшӗн ку йӑлана кӗнӗ пулӑм. Чӑваш музейӗ управлени центрӗпе чылайранпа туслӑ ҫыхӑнура. Ҫавӑнпа космонавтсемпе ҫыхӑнма та ҫул уҫӑлса ҫитнӗ. Ҫанталӑка пула хальхинче ачасем хӑйсен ыйту хуравӗсене кӗтсе илеймерӗҫ. Апла пулин те экипажа уяв саламӗ каларӗҫ. Ҫакнашкал акцисем шкул ачисене астрономи, космонавтика темипе тата ытларах кӑсӑкланма хистеҫҫӗ. Шуршӑлта, сӑмахран, 2004-мӗш ҫулта "Восток-3" отряд йӗркеленнӗ.
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 12-мӗшӗччен Раҫҫейӗпех Космос эрни иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗршыври музейсенче те тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркеленӗ. Космос вӑрттӑнлӑхӗсене уҫакан учрежденисем пӗрлехи акцисем те пуҫарнӑ.
Ҫӑлтӑрсене, космоса чылай чухне ӗмӗтсемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Шуршӑл музейӗн историйӗнче паянхи кун ҫӗнӗ те пӗлтӗрӗшлӗ пай ҫырӑнать. 2006-мӗш ҫултах калӑпланма пуҫланӑ проектсем тинех пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Чӑваш Кӑйкӑрне халалланӑ мемориал комплексӗнче реконструкци пырать.
Уяв кунӗ Шуршӑлта велочупу, шашка турнирӗ, ытти ӗҫ-пуҫ иртрӗ. Космонавтика музейӗ кунӗпех хӑнасене йышӑнчӗ.
Алиса Александрова, Александра Борисова, Святослав Петров








