Дубки коттедж поселокӗнче пурӑнакансем тӗлӗнмелле хӑватсем кӑтартакан Николай ячӗллӗ сӑваплӑ вырӑн таврашне хӑтлӑх кӳрсех тӑраҫҫӗ. Кунта хӗлӗн-ҫӑвӗн таса шыв тапса тӑрать. Кӑшарни уявӗнче те ҫулленех халӑх йышлӑ пухӑнать. Купель патне ҫитерекен картлашкана пӗрлехи вӑйпа йӗркеленӗ.
Кӑшарни умӗн купель вырнаҫнӑ ҫурта ҫутӑ кӗртнӗ, тӗттӗм вӑхӑтра тавралӑха та хунарсем ҫутатӗҫ, ҫул-йӗре юртан тасатсах тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ку вырӑна чӳхенме тата сӑваплӑ шыв илме килекен халӑха хӑтлӑ та кӑмӑллӑ пулмалла.
Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче те кашни ҫулах вакӑ касса ҫветтить тӑваҫҫӗ. Малтанах комисси пухӑнса пӑр хулӑнӑшне тишкерет. Ҫавӑн пекех вакӑ таврашӗнче ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе хӑмаран метр ҫурӑ сарлакӑш утма ҫулсем сараҫҫӗ. Хывӑнса-тӑхӑнмалли вырӑнсем, саксем, ҫӑлавҫӑсем валли палатка лартаҫҫӗ.
Ку лаптӑк та ҫӗрлехи вӑхӑтра хунарсемпе ҫуталӗ. Ятарлӑ службӑсем кунӗн-ҫӗрӗн сыхӑ тӑрӗҫ. Кӑшарни сивви те хӑй вӑхӑчӗпех ҫитӗ. Ҫавӑнпа та шӑнса пӑсӑласран сыхланмалла. Тухтӑрсем пӑрлӑ шыва чӑмни чӗрепе юн тымарӗсен, сывлӑш тытӑмӗн, неврологи, ытти чирпе аптракан ҫынсен сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ пулнине те асӑрхаттараҫҫӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов