Чӑваш Енре кӑҫалхипе 8-мӗш хут "Чечексем вырӑнне ачасем" ятпа ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртет

Ӑна Аня Чижова ячӗллӗ фонд йӗркелет. Пӗлтӗр унта республикӑри 65 шкул хутшӑннӑ. Йывӑр чирлекен 26 ача валли пурӗ 900 пин тенкӗ пуҫтарма пултарнӑ.

Кӑҫал вара йӗркелӳҫӗсем чылай ытларах - 94 ачана пулӑшас тӗллевлӗ. Вӗсен пурнӑҫне кӑштах та пулин ҫӑмӑллатас тесе ятарлӑ  апатпа, медицина хатӗрӗсемпе, кӳмесемпе, ҫӑвӑнма пулӑшакан шезлонгсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫакӑн валли пурӗ 2 миллион та 354 пин  тенкӗ пуҫтармалла. Акци шухӑшӗ вара ансат. Вӗренӳ ҫул пуҫламӑшӗнче юратнӑ вӗрентекене чечек ҫыххи парнелеме йышӑннӑ. Ӑна туянма тӑккалакан укҫана шӑпах ыркӑмӑллӑх ӗҫне яма сӗнеҫҫӗ. Чӑн та, учитӗле те уяв кӑмӑлӗсӗр хӑвармӗҫ - ӑна класпа пӗр чечек ҫыххи парнелӗҫ.

Ашшӗ-амӑшӗ те ҫак ӗҫе ырласа йышӑнать. Лариса Кузьминан ывӑлӗ 4-мӗш класа каять. Тепӗр ҫын нушине ӑнланма пултарни питӗ пӗлтерӗшлӗ, тет вӑл. 
Пулӑшӑва кӗтекенсенчен пӗри - Шупашкарта пурӑнакан Павлик Васильев. Вӑл 9 ҫулта. Ҫуралнӑранпах шалкӑм ҫапнипе аптрать. Аня Чижова фончӗ унпа 8 ҫул ҫыхӑну тытать. Кӑҫал та арҫын ачана тимлӗх уйӑрӗҫ. 


Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен тата темиҫе кун кӑна юлчӗ. Апла пулин те ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас текенсем ӗлкӗрееҫҫӗ. Вӗсен ҫакӑн валли Аня Чижова ячӗллӗ фондпа ҫыхӑнмалла.

Надежда Александрова, Виктор Степанов