Чӑваш Енре кӑҫал Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен паттӑрлӑхӗн Ҫулталӑкӗ

Шел пулин те, ҫак ӗҫе хутшӑннисенчен чылайӑшӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ ӗнтӗ. Чӗррисем пирки те нимех те паллӑ мар. Ҫӗмӗрле районӗнче, тӗслӗхрен, окоп чавма тӑватӑ пин ытла ҫынна явӑҫтарнӑ.

Вырӑнти влаҫсем паянхи куна пурӑнакан тӑватӑ ветерана шыраса тупнӑ. Вӗсенчен пӗри - Тури Кӑмашари Ольга Фомина. 

Сӑр хӗррине окоп чавма янӑ чухне Ольга Фомина ҫирӗмри хӗр пулнӑ. Киле каймасӑр темиҫе уйӑх ҫӗр пӳртре пурӑннӑ. Урамра 40 грудус сивӗ шатӑртатнӑ. Тум-тирпех ҫывӑрнӑ. Тимӗр кӑмакапа ӑшӑннӑ. Тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман ӗҫе пикеннӗ. Малтанах апат хатӗрленӗ. Пушӑ хырӑмпа шӑннӑ ҫӗре хускатма йывӑр-ҫке. Пӗҫерме апат-ҫимӗҫпе колхоз тивӗҫтернӗ, аса илет Ольга Михайловна. Варсене икӗ метр тарӑнӑш чавнӑ. "Тӳп-тӳрӗ тунӑ, хӑть линейкӑпа виҫ", тет кинеми. Ольга Михайловна пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче ҫӗр ҫул тултарнӑ. Раиса хӗрӗн сӑмахӗпе, вӑл 92 ҫулчченех выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ. Халӗ ӗнтӗ кинемине тӑванӗсем пӑхса пурӑнаҫҫӗ. Вероника Павлова, Вадим Владимиров