Акцие ҫул панӑ май Республика Пуҫлӑхе Олег Николаев Украинӑра хирӗҫтӑру пуҫланнӑранпа Чӑваш Ен ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене тӗрлӗ енлӗ, витӗмлӗ пулӑшу кӳнине палӑртрӗ. Пысӑк предприятисем те, усламҫӑсем те, ахаль ҫынсем те ырӑ ӗҫрен пӑрӑнса юлман. Ял-хулара пурӑнакансем ҫаплипех тӑшман куҫӗнчен пытаракан хӳтлӗх каррисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ, ӑшӑ тум ҫӗлеҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле вӑйпа хамӑрӑннисем патне йывӑр тиевлӗ машинсемпе 28 хутчен гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Ятарлӑ фонда 100 миллион ытла тенкӗ укҫа хывнӑ. Вӑл шутра ыркӑмӑллӑх концерчӗсенче пуҫтарӑнни те.
Концерт залӗнче лӑк тулли пухӑннӑ халӑх пӗрлӗхре вӑй пулнине туять, салтаксене май пур таран пулӑшас тӗллевпех ыркӑмӑллӑх акцийӗсене хутшӑнать. Ҫак кун Филармони ҫуртне студентсем те, аслӑ ӑрури ҫынсем те, тӗрлӗ пӗрлешӳре ӗҫлекенсем те ҫитнӗ. Кашниех пӗр шухӑшпа.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑсем, хальхи эстрадӑри паллӑ хайлавсем, ӑруран ӑрӑва куҫнӑ Раҫҫей халӑхӗн кивелми, юратнӑ кӗввисем. Программӑна хамӑрӑн салтаксен паттӑрлӑхне чысласа, тав туса, тӑван ҫӗре хакланине палӑртса хатӗрленӗ. Акцие малалла Чӑваш академи драма театрӗ тӑсать. Ыран унта "Аманнӑ шӑпа" спектакль премьери пулать. Ака уйӑхӗн 24-мӗшчен пыракан концертсенче билет сутса пухӑннӑ укҫана пӗтӗмпех хамӑр салтаксене пулӑшма, ҫӗнтерӗве ҫывхартма ярӗҫ.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов