"Раштав вулавӗсен" программи пуян та анлӑ. Ҫак типӗ вӑхӑтӗнче вӑл тӗрлӗ тӑрӑхри халӑха сӑваплӑ пулӑмпа пӗрлештерет. Пурне те чунра Турӑпа пӗрле пулса ырӑ ӗҫсемпе пурӑнма чӗнет. Чӑваш драма театрӗнчи тӗлпулӑва Шупашкар епархийӗн вӗренӳпе катехизаци пайӗн ертӳҫи Димитрий Нестеренко йӗркелерӗ. Богослови кандидачӗпе пӗрлех вулава Канашпа Тӑвай епископӗ Стефан, культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский, педуниверситет проректорӗ Владимир Иванов тата ытти хӑнасем хушӑнчӗҫ. Залра вара вӗрентекенсем йышлӑн пулчӗҫ.
Вырӑс православи чиркӗвӗ ҫулсерен йӗркелекен "Раштав вулавӗсен" тӗллевӗ, шӑпах, ачасене тӗрӗс воспитани парса малашлӑха ҫирӗппӗн утма майсем тупса парасси. Ҫак тӗллевлӗ вӗренӳ программи халӗ шкулсемпе ача сачӗсенче те анлӑ сарӑлса пырать. Ҫавӑнпа та ку ӗҫре уйрӑмах вӗрентекенсен тивӗҫӗ пысӑк. Ҫакна шута илсе ҫитӗнекен ӑрӑва чунпа пуян пулса ӳсме пулӑшакансене епархин тав хучӗсемпе чысларӗҫ.
Уява пухӑннисене видеоҫыхӑну урлӑ Беларуҫри Гомель епархийӗнчен те пысӑк салам ҫитерчӗҫ. Сӑмах илекенсем ҫамрӑксене лайӑххи патне туртӑнма, ыррине курма вӗрентесси чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри пулнине каларӗҫ. Пурнӑҫра, шӑпах, ачасем суяпа ултава чӑннипе тӗрӗссинчен уйӑрма пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Алексей Енейкин