Чӑваш Енре ӗҫпе тивӗҫтерекен Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑрккан регионти тапхӑрӗ иртрӗ

Кӑҫалхипе ӑна иккӗмӗш хут йӗркелерӗҫ. Ярмӑркка мӗнпе усӑллӑ пунипе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ кӑсӑкланчӗ.

Ӗҫ шыракансем валли ятарлӑ лаптӑксем Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисенче тата Кӳкеҫ поселокӗнче уҫӑлчӗҫ. Шупашкарта вара тӗп ӗҫ-пуҫ Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртрӗ. Унта республикӑри 140 ытла предприяти 5 пин ваканси тӑратнӑ. Пӗр вырӑнта ӗҫ шыракансем, ӑна улӑштарма шутлакансем, студентсем тата ӗҫпе тивӗҫтерекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. 

Ятарлӑ ярмӑркка предприяти организацисене ҫӗнӗ кадрсем тупма, ӗҫ шыракансене - пӗр вырӑнтах темиҫе вакансипе паллашса кӑмӑла каяканнине суйласа илме пулӑшать. Паянхи куна республикӑра чи анлӑ сарӑлнисем - ӗҫ профессийӗсем. Ҫавӑн пекех ярмӑрккана хутшӑнакансем валли семинарсемпе пултарулӑх лапамӗсем те йӗркеленӗ. 

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӗҫпе тивӗҫтерекен ярмӑрккан ҫӗршыври тапхӑрӗ иртӗ. Унта хамӑр тӑрӑхри ҫеҫ мар, ытти регионти вакансисемпе те паллашма май пулӗ. 

 

Оксана Верликова, Дарья Петрова, Вадим Владимиров