Чӑваш Енре "Ҫулталӑк ҫемйи" конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ

Оперӑпа балет театрне республикӑри чи пултаруллӑ, туслӑ, чылай ҫул пӗрле килӗштерсе пурӑнакан тата нумай ачаллӑ ҫемьесем пуҫтарӑнчӗҫ. Унта кашни ҫул йӗркелекен конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. 

Ҫемье - пурнӑҫ тӗревӗ. Вӑл кашни ҫыншӑн чи пӗлтерӗшли. Пирӗн республикӑра "Ҫулталӑк ҫемйи" конкурса 2004-мӗш ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал унта Чӑваш Енри пур муниципалитет округӗпе хуларан 90 ҫемье хутшӑннӑ, финала 28-шӗ тухнӑ. Уявра "Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орден медалӗпе 3 мӑшӑра чысларӗҫ. Ӑна Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Киметовсем, Канаш енри Кирилловсем тата Комсомольски тӑрӑхӗнчи Матросовсем тивӗҫрӗҫ. Нумай ҫул пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнакан, ҫӗршыва юрӑхлӑ ачасем ҫитӗнтернӗ 4 мӑшӑра вара "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" орден парса сума сурӗҫ. Шупашкарта пурӑнакан Мария тата Виктор Романовсем аллӑ-аллӑн пурнӑҫ ҫулӗпе 50 ҫул ытла утаҫҫӗ. 

Уявра чи пултаруллӑ, туслӑ, ӗҫчен, спортра хастар, социаллӑ яваплӑ ҫемьесене палӑртрӗҫ. Унсӑр пуҫне муниципалитетсенчи "Ҫулталӑк ҫемйи" конкурсра мала тухнисене чысларӗҫ. 

Чӑваш Енри "Ҫулталӑк ҫемйи-2023" ята Ҫӗмӗрлери Алексейпа Татьяна Зайцевсем тивӗҫрӗҫ. Вӗсем пӗрле 20 ҫул, тӑватӑ ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Республика шайӗнчи тӗрлӗ конкурса, ыр кӑмӑллӑх ӗҫне, патриотла акцине хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен халӗ республика чысне ҫӗршыври конкурсра хӳтӗлеме тивӗ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин