Чӑваш Енре "Ҫулталӑк ҫемйи - 2021" конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ

 "Ҫулталӑк ҫемйи" конкурс республикӑра 17 мӗш ҫул чи маттурисемпе хастаррисене пуҫтарать. Кӑҫал пӗтӗмпе 100 ытла ҫемье хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. 

Чи пултаруллисем пӗтӗмлетӳ уявӗнче тӗл пулчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ енпе палӑртрӗҫ. "Ҫулталӑк ҫемйи" ята вара Шупашкар хулинче пурӑнакан Шиловсем тивӗҫрӗҫ. Алексейпа Наталья 21 ҫул килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, вӗсен тӑватӑ хӗр те икӗ ывӑл. Туслӑ та пысӑк ҫемье вӑхӑта пӗрле ирттерме юратать. Хӗлле вӗсем конькипе, йӗлтӗрпе ярӑнаҫҫӗ, ҫулла вара пулӑ тытма кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫырла-кӑмпа татма пӗрле ҫӳреҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакан кашни ҫемье чи лайӑххи ята тивӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ чӑн малтанах тӗпренчӗкӗсене ырӑ тӗслӗх кӑтартать, тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшать. Ҫирӗп ҫемьере ачасем те телейлӗ ҫитӗнеҫҫӗ. 

Елена Дмитриева, Святослав Петров