Ҫирӗп ҫитӗнес текенсем валли кунта тӗрлӗ тренировка ирттереҫҫӗ. Пӗрисене аэробика илӗртет, теприсем бассейнра ишме кӑмӑллаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем хаваспах тренажерсемпе тӗрлӗ хатӗрсене парӑнтараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӑмӑл атлетика, кире пуканӗ йӑтасси, волейболла, баскетболла тата сӗтел ҫи теннисла вылясси енӗпе, йӗлтӗрҫӗсен уйрӑм секцийӗсем пур. Куславккари физкультура комплексне 2009 ҫулта хута янӑ. Вӑл республикӑра туса лартнӑ ҫакнашкал 14-мӗш кермен пулнӑ. "Атӑлта" ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗ те вырнаҫнӑ. Ҫак тӑрӑхри 700 ытла вӗренекен кунта ӑсталӑхне туптать. Нумай пулмасть комплексра ҫӗнӗ футбол уйӗ тунӑ - яка та ешӗл сий тӑрӑх мечӗк хӑвалас текенсем йышлансах пыраҫҫӗ. Ҫавах та ачасене хӗлле урамра вылямалли хӑтлӑ вырӑн ҫук - хула ҫыннисем кун пирки вырӑнти пуҫлӑхсене пӗрре мар каланӑ. Хоккей лаптӑкне "Аслисем-ачасене" акци пулӑшнипе тӑвасшӑн, кирек кам та ӑна хута яма хутшӑнма пултарать. Каток валли юнашарах пушӑ ҫӗр те палӑртнӑ.
Хоккей лаптӑкӗ 30 метр тӑршшӗ, 15 метр сарлакӑш пулать. Унта трибунӑсем вырнаҫтарас шухӑш та пур. Катока куславккасем ҫитес хӗл тӗлне хута ярасшӑн. Спорт уявне килнӗ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров та хӑй тӳпине хыврӗ. Ятарлӑ кьюар-код урлӑ укҫа куҫарса пачӗ.
Кашни муниципалитетӑн ҫакнашкал уйрӑм паллӑ. Унпа район-хуласенче ҫитӗнекен ӑрӑва аталантармалли проектсене укҫа-тенкӗпе пулӑшма пулать. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче - ачасене хӳтӗлемелли кун пуҫарнӑ акци юпа уйӑхӗччен пырать. Унччен укҫа пухса тӗллеве пурнӑҫа кӗртмелле. Патӑрьелӗнче, калӑпӑр, шкулта интерактивлӑ лазер тирӗ уҫнӑ та ӗнтӗ. Комсомольски тӑрӑхӗнче вылямалли уй тӑвасшӑн, Вӑрнарта агролаборатори ӗҫлеттерсе ярас тӗллевлӗ, чылай тӗлте вара ача-пӑча лаптӑкӗсем тата ҫуллахи сцена хута яма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех пултарулӑх ушкӑнӗсемпе ҫамрӑк армеецсем валли ҫи-пуҫ туянма тата библиотекӑсене ача-пӑча кӗнекипе тивӗҫтерме шутланӑ.
Ирина Николаева, Святослав Петров