Чӑваш Енре ҫӑлавҫӑсем ҫурхи ейӳ пуҫланас умӗн вӗренӳ ирттерчӗҫ

Шыв-шур тапхӑрне мӗнле хатӗр пулнине тӗрӗслерӗҫ. Сценари тӑрӑх, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи ялсенче йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсен ӗҫне пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те сӑнарӗ. 

Кӑҫал юр нумай, ҫавӑнпа та юханшывсем ҫыранран тухас хӑрушлӑх пур. Айлӑмра вырнаҫнӑ ялсене те шыв илме пултарать. Вӗренӳ планӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи ҫуртсем шар курнӑ. Инкек тӳсекенсем патне аэромобиль отрядне янӑ. Вӗсем шыв тыткӑнне лекнисене эвакуацилеме пулӑшрӗҫ. Лару-тӑрӑва ҫӳлтен вӗҫекен хатӗрсемпе асӑрхаса тӑчӗҫ. 

Ҫӑлавҫӑсем ҫынсене хӑрушсӑр вырӑна куҫарчӗҫ, шыва уҫларӗҫ, пӑр касрӗҫ. Вӗренӗве тӗрлӗ службӑри - вӑл шутра ҫул-йӗр инспекцийӗнчи, Шалти ӗҫсен министерствинчи, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗнчи специалистсем хутшӑнчӗҫ.

Ҫӑлавҫӑсене тӑватӑ ураллӑ Гарик та пулӑшса пычӗ. Унӑн тӗп тивӗҫӗ - хумхануллӑ самантра лӑпкӑлӑх кӳресси. Кун пек вӗренӳ республикӑри пур район-хулара та иртрӗ. Пурӗ 3 пин ытла ҫӑлавҫӑ пӗлӗвне тӗрӗслерӗ. Кӑҫал ейӳ тапхӑрӗ кӗтменлӗхсем кӑларса тӑратма пултарать, ҫавӑнпа та яваплӑ службӑсен хатӗр тӑмалла. 

Надежда Александрова, Михаил Солин