Чӑваш Енре ҫак кунсенче 5 ҫын шӑнса вилнӗ

Тепӗр 13-шӗ республикӑри клиника больницине тӑм илнипе пулӑшу ыйтса пынӑ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах чухне ҫынсем сивӗре ӳсӗрле суранланаҫҫӗ.

Тӑм илнӗ вырӑн малтанах шуралма тата хытма пуҫлать. Ҫавӑн пекех ӳт туйма пӑрахать. 27 ҫулхи Ольга мӑшӑрӗпе Красноармейски тӑрӑхне хӑнана килнӗ. Пӗррехинче лавккана машинпа тесе ҫӑмӑл тум-тирпе тата тапочкипех тухса кайнӑ. Анчах та шартлама сивӗре аккумулятор пӗтнӗ, машин чарӑнса ларнӑ. Мӑшӑр автомобиле тапратас тесе тӗртсе те пӑхнӑ, ҫапах та май килменнипе киле тапӑчки вӗҫҫӗнех ҫитнӗ. Ал-ура пӳрнисем кӑвакара пуҫларӗҫ, шӑнса хытса ларчӗҫ, каласа парать хӗр. Сурансем уйӑхран кӑна сипленсе пӗтеҫҫӗ. Тӑм илнине туйсанах тӗрӗс пулӑшу пама пӗлмелле, теҫҫӗ тухтӑрсем.

90 проценчӗ ӳсӗрле шӑнса суранланать. Тӑм илни шала кайсан вара пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарать - ал-урана та татаҫҫӗ. Тухтӑрсем сивӗре хаяр шӗвек пулӑшманни пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫанталӑка кура тӑхӑнмалла. Уйрӑмах ашшӗ-амӑшӗн ачисемпе тимлӗ пулмалла.

Диана Иванова, Вадим Владимиров