Чӑваш Енре "Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн" ыркӑмӑллӑх марафонӗ пуҫланчӗ

Ҫулсерен республикӑра пурӑнакансем, предприятисемпе организацисем йывӑр шӑпаллӑ ачасене пулӑшма укҫа-тенкӗ пуҫтараҫҫӗ. Марафон Ҫӗнӗ Шупашкарти "Кванториум" технопаркра уҫӑлчӗ. Унта регион ертӳҫи Олег Николаев хутшӑнчӗ. 

"Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн" ыркӑмӑллӑх акцийӗ Чӑваш Енре 1995-мӗш ҫултанпа иртет. Марафон вӑхӑтӗнче пуҫтарнӑ укҫа-тенке сахал тупӑшлӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшма, пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑк спортсменсене хавхалантарма, йывӑр чирлисемпе сусӑрсем валли эмел туянма уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шкулсене, ача сачӗсемпе сиплев ҫурчӗсене тӗрлӗ хатӗр туянма яраҫҫӗ. Республикӑри реабилитаци центрӗсене те тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫапла марафон пуҫланнӑ кун Ҫӗнӗ Шупашкарти "Журавлик" ача сачӗ ыркӑмӑллӑх фондӗнчен 150 пин тенкӗлӗх сертификат илчӗ. Ку укҫапа учрежденинче офтальмолог кабинечӗ валли медицина оборудованийӗ тата компьютер туянӗҫ. Республикӑра пурӑнакансем те ыркӑмӑллӑх акцине хастар хутшӑнаҫҫӗ. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Юрий Кислов пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр уйрӑмах Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Елчӗк, Тӑвай тӑрӑхӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакансем хастар пулнӑ. Ҫапла иртнӗ ҫулта пурӗ 6 миллион тенке яхӑн пуҫтарнӑ. Ку вӑл - витӗмлӗ пулӑшу. Район-хуласем пухнӑ укҫана ытларах чухне ҫав муниципалитетсенех тӗрлӗ ырӑ ӗҫ валли тавӑрса параҫҫӗ. 

Елена Дмитриева, Димитрий Макаров