Чӑваш Енӗн Мускавра пыракан "Раҫҫей" кураври черетлӗ пысӑк ҫитӗнӗвӗ

Хальхинче пирӗн регион "Культура программин чи лайӑх пуҫламӑшӗ" номинацире ҫӗнтернӗ. 

Республика Пуҫлӑхне Олег Николаева сумлӑ наградӑпа йӗркелӳ комитечӗн председателӗ Сергей Кириенко чысларӗ. Пирӗн регион ҫакнашкал сум-хисепе курава ҫӗнетнӗшӗн тата хальхи тапхӑра пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тивӗҫнӗ. "Раҫҫей" кураври хамӑр лапама пӗрмай ҫӗнӗлӗх кӗртсе тӑни, хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илнӗ халӑха Чӑваш Енпе ҫывӑхрах паллашма хистет. "Капла эпир регион ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнисӗр пуҫне хамӑр тӑрӑха туристсене те илӗртетпӗр", - палӑртрӗ Олег Николаев. Экспозицири муниципалитетсен тапхӑрне патӑрьелсем пуҫланӑ. Хаваслӑ юрӑллӑ-ташӑллӑ лаптӑк ҫак кунсенче хӑнасемпе тулнӑ. Ӑсталӑх урокӗсем, чӑваш йӑли-йӗрки чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ. Патӑрьелсем хӑйсем те ҫӗршывӑн тӗп хулин сумлӑ куравне хутшӑнма май пулнишӗн хӗпӗртенӗ. 

Патӑрьелсем хыҫҫӑн "Раҫҫей" куравра улатӑрсем хуҫаланнӑ. Халӗ пирӗн регион лапамне Шупашкар хули йышӑннӑ. Ку вӑл 11-мӗш экспозици. Иртнӗ 6 уйӑхра Чӑваш Ен лаптӑкӗнче 750 ытла ӑсталӑх урокӗ иртнӗ. 

Алиса Александрова