Чӑваш Ене Донецкпа Луганск халӑх республикисенчен тарса килнӗ ҫынсене пулӑшсах тӑраҫҫӗ

"Мечта" санаторире хӳтлӗх тупнисене Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти штабӗн хастарӗсем тӳлевсӗр куҫлӑхсемпе тивӗҫтерчӗҫ.

Пӗрисен куҫлӑхӗсем юрӑхсӑра тухнӑ, теприсем куҫса килнӗ чухне ҫухатнӑ. Туянма вара пурин те май ҫук. Раҫҫей халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫавӑн пек йывӑрлӑха лекнисене пулӑшаҫҫӗ те. Светлана Зутова Мариупольтен иртнӗ ҫул килнӗ. Ачаранах куҫ япӑх курнипе аптрать. Хӑйӗн куҫлӑхӗ тӑван тӑрӑхра юлнӑ. Халӗ ҫӗннипе тивӗҫтернӗшӗн питӗ савӑннӑ. Хаҫат-журнал та вулаятӑп, телевизор та кураятӑп, тет вӑл. Ҫапла майпа пурӗ 4 ҫынна пулӑшрӗҫ.

Куҫлӑхсене Сербири пӗр офтальмологи компани хатӗрленӗ, тӳлевсӗрех тивӗҫтернӗ. Чӑваш Ене тарса килнӗ ҫынсене малашне те пулӑшса тӑрӗҫ. Раҫҫей халӑх фрончӗн хастарӗсем те йывӑрлӑха лекнисене мӗн пӑшӑрхантарнине тӗпчесех тӑма шантарчӗҫ.

Диана Иванова, Екатерина Янгалакова