Чӑваш Ен ушкӑнӗ Раҫҫейри хӗллехи ял вӑййисене хутшӑнма Барнаула тухса кайрӗ

12-мӗш хут иртекен ӑмӑрту ыран пуҫланать те пуш уйӑхӗн 17-мӗшччен пырать. Кӑҫалхи вӑйӑсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫула тухас умӗн спортсменсемпе республикӑн физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров тӗл пулчӗ. 

Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне 9 округри 20 спортсмен кӗнӗ. Ӑна республикӑра иртнӗ ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи тупӑшӑва вара 37 регионти 600-е яхӑн спортсмен хутшӑнӗ. 

Раҫҫейри хӗллехи ялти спорт вӑййисен программине йӗлтӗрпе чупасси, шашка - шахматла вылясси, ӗне сӑвакансемпе механизаторсен тупӑшӑвӗ тата полиатлон енӗпе ӑмӑрту кӗнӗ. Ҫемьесем те тӗрлӗ майпа хӑйсен спортри ӑсталӑхне кӑтартӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ялти спортсменсене пӗрлештерекен тупӑшӑва 2003-мӗш ҫултанпа икӗ ҫулта пӗрре йӗркелеҫҫӗ. Юлашкинчен вӑл Череповец хулинче иртнӗ. Унта пирӗн ушкӑн 450 пин ҫын таран пурӑнакан субъектсем хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 

Республикӑн физкультура министрӗ Василий Петров спортсменсене лайӑх кӑтартусемпе таврӑнма сунчӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 2022-мӗш ҫултанпа ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисемпе призёрӗсене премипе чысланине палӑртрӗ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов