Чӑваш Ен урлӑ икӗ ҫӗршыва пӗрлештерекен авточупу иртрӗ  

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Беларуҫ Республикине ирӗке кӑларнӑранпа кӗҫех 80 ҫул ҫитет. Ҫак историллӗ паттӑрлӑх пулӑмне халалласа Брест хулинче чӑмӑртаннӑ "Русское общество" пӗрлешӳ вӑрҫӑ ҫулӗпе авточупӑва тухнӑ. Иртнӗ кунсенче хастарсем Чӑваш Енре пулчӗҫ.

Сӑваплӑ ҫула тухнӑ ҫар ҫыннисене малтанах Чӑваш Енри "Ясна" этнокомплексра хапӑл турӗҫ. Пирӗн халӑхӑн аваллӑхӗпе тата культурипе паллашнӑ хыҫҫӑн хӑнасене шупашкарсем кӗтсе илчӗҫ.
Раҫҫейпе туслӑ Беларуҫ ҫӗршывӗнчен ҫитнӗ ушкӑн Шупашкарти ҫулҫӳреве сӳнми ҫулӑм умне чечек хунинчен пуҫларӗ. Хӑнасем Ҫӗнтерӳ паркӗпе паллашнӑ май Атӑлпа хула илемне пӑхса киленчӗҫ. Кунтах ҫар ҫыннисем тахҫанах ҫыхӑну ҫухатнӑ тус-юлташӗсене курса савӑнчӗҫ.

Авточупу Раҫҫейпе Беларуҫ хушшинче ҫирӗплетнӗ "Содружество" проектпа килӗшӳллӗн иртет. 2021-23-мӗш ҫулсенче ҫеҫ икӗ ҫӗршыв пӗрле хутшӑнса историпе патриотикӑлла 5 авточупу йӗркеленӗ. Пӗтӗмпе 45 пин ҫухрӑм ҫула такӑрлатнӑ. Кӑҫал ҫак ырӑ пуҫару Брест хулине Сургутпа ҫыхӑнтармалла. Вӑрҫӑ вучӗ Ҫӗпӗре ҫитмен, ҫавах та тылри пулӑшу Ҫӗнтерӗве калама ҫук вӑйлӑ ҫывхартнӑ. Акцие хутшӑнакансем тӗрлӗ вырӑнта хула илемӗпе паллашса медицина музейне ҫитрӗҫ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кунта 3057-мӗш эвакогоспиталь вырнаҫнӑ. Историллӗ ҫуртри медицина пӳлӗмӗсем халӗ те ҫарти салтаксемпе тухтӑрсен паттӑрлӑхне упраҫҫӗ.

Беларуҫе ирӗке кӑларассипе ҫыхӑннӑ ҫапӑҫусем уйрӑмах 1943-44-мӗш ҫулсенче иртнӗ "Багратион" операципе асра юлнӑ. Ун чухне Совет ҫарӗ пысӑк ҫухатусене пӑхмасӑр тӑшмана Берлина ҫитичченех хӑваланӑ. Авточупу пайташӗсем ҫав кунсене ас тӑвакан вӑрҫӑ паттӑрӗсемпе те курса калаҫаҫҫӗ. Чӑваш Енре те вӗсем ветерансемпе тӗл пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти хурал карапӗ ҫинче пулса курчӗҫ. Чӑвашсене Беларуҫе ирӗке кӑларнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Брест хулинчен илсе килнӗ ҫӗр капсулине парса хӑварчӗҫ. Ӑна Куславкка тӑрӑхӗнче, Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен ячӗпе уҫнӑ асӑну комплексӗнче упрӗҫ. 


Алексей Енейкин, Михаил Солин