Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивальне хутшӑннӑ хастарсемпе тӗл пулчӗ

Ку пӗлтерӗшлӗ пулӑм ҫак кунсенче Екатеринбург хулинче иртрӗ. Унта 191 ҫӗршывран 10 пине яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ. Вӑл шутра Чӑваш Ен делегацийӗ те. Чикӗ леш енчи хӑнасемшӗн фестиваль вӗҫленмен-ха. Вӗсем Раҫҫейри регионсемпе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ. Ют патшалӑхсенчи ҫамрӑксене пирӗн республикӑра та кӗтсе илчӗҫ.

Вьетнам хӗрӗ Чи Ми Зуен пухӑннисене юрӑ парнелерӗ. Вӑл опера юрӑҫи. Чӑваш Енре тарават кӗтсе илнишӗн хӗпӗртесе ҫапла тав турӗ вӑл Республика Пуҫлӑхне. Олег Николаев хӑнасене Правительство ҫуртӗнче йышӑнчӗ. Пурӗ - 22 делегат ҫитнӗ Чӑваш Ене. Вӗсем Канада, Аргентина, Египет, Малайзи тата Инди ҫӗршывӗсен ҫыннисем. 

Хӑнасем тӗрлӗ парнепе килнӗ. Ян Бекиров Македони ялавӗ пирки каласа кӑтартрӗ. Вӗсен те наци палли - хӗвел, пирӗн пекех хӗрлӗ сарӑ тӗссене килӗштереҫҫӗ. Республика Пуҫлӑхӗн сӑмахӗпе, Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивальне ирттерни хастарсене пӗрлештерет, вӗсен умӗнче тӗрлӗ ҫул уҫать. Тӗл пулура Чӑваш Ен делегацийӗпе Екетеринбурга кайнисем те ҫул ҫӳрев пирки хаваспах каласа кӑтартрӗҫ. 

Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен культурипе ҫывӑхрах паллаштарас тесе чикӗ леш енчи хӑнасем валли ятарлӑ программа хатӑрленӗ. Чӑваш Енре вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа "Ясна" этнокомплексра кӗтсе илчӗҫ. Тӗрлӗ вӑйӑ урлӑ пирӗн халӑх йӑли-йӗрки пирки каласа пачӗҫ. Уйрӑмах хӑнасене хуран кукли пӗҫерме килӗшрӗ. Чуста йӑвалама ҫӑмӑлах мар иккен. 

Чылай кӑсӑлӑ ӗҫ-пуҫа явӑҫтарчӗҫ хӑнасене. 400 ҫулхи Киремет йывӑҫҫи патне те ҫитсе килчӗҫ. Ҫур кун ирттерчӗҫ этнокомплексра. Наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланма та вӑхӑт ҫитрӗ. Сӗтел ҫинче - шӑрттан, кукӑль, шӳрпе. Хуран куклисем те палӑртнӑ вӑхӑта пиҫрӗҫ. 

Хӑнасем ҫавӑн пекех Кирилл Степанов ҫамрӑк фермер патӗнче хӑнара пулса курчӗҫ. Малалла вӗсен ҫулӗ Мари Республикинелле выртрӗ. Унта та илемлӗ вырӑнӗсемпе, халӑх йӑли-йӗркипе паллаштаракан пуян программа кӗтет вӗсене. 

Вероника Павлова, Вадим Владимиров