Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне яракан Ҫырӑвӗпе паллаштарчӗ

Кашни ачана тимлӗх уйӑрасси, ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатасси. Ҫакӑ Республика Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне янӑ ҫырӑвӗнче палӑртнӑ тӗллевсем. Унпа Олег Николаев Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паллаштарчӗ. 

Патшалӑх Канашне яракан ҫыру - республика аталанӑвӗн ҫул-йӗрне палӑртакан документ. Унпа паллашма филармони залне депутатсем, правительствӑра ӗҫлекенсем, тӗрлӗ предприяти-организаци ертӳҫисем, обществӑлла пӗрлешӳ хастарӗсем пухӑнчӗҫ. Ҫырура лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе шӑпах вӗсен тӑрӑшма тивӗ. Олег Николаев хӑйӗн сӑмахне паянхи куншӑн чи пӗлтерӗшлӗ ыйтуран пуҫларӗ. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем ҫӗршыв историне ҫыраҫҫӗ, паттӑрсене тата вӗсен ҫемйисене тӗрев кӳресси халӗ Правительство тимлӗхӗнче. Ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнайманнисене вара пӗр минут шӑп тӑрса асӑнчӗҫ. 

Иртнӗ ҫула пӗтӗмлетнӗ май Олег Николаев республика Культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗ. Чӑваш Енре "Песни России" фестиваль-марафона, пӗтӗм ҫӗршыври ача-пӑча фольклориадине ирттернӗ, Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине хатӗрленӗ. Ҫак проекта кӑҫал малалла тӑсасшӑн. 

Сывлӑх сыхлавӗнчи лару-тӑрӑва та Олег Николаев тӗплӗн тишкерсе тухрӗ. Больница ҫурчӗсене юсанипе пӗрлех ҫӗннисене тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлемелле. Сӑмахран, ҫулталӑк вӗҫлениччен Республикӑри ача-пӑча клиника больницин сиплев корпусне тумалли проекта хатӗрлемелле. Медицина пулӑшӑвӗ кӳрессин пахалӑхне те ӳстерсех пымалла. 

Пӗлтӗр патшалӑх промышленноҫа аталантарма сахал мар укҫа-тенкӗ хывнӑ. 2020 мӗш ҫулта 325 миллион пулнӑ пулсан, пӗлтӗр ҫичӗ миллиардпа танлашнӑ. Предпринимательсен, хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекенсен шучӗ ӳснӗ. Ял хуҫалӑхӗнче вӑй хуракансен ҫитӗнӗвӗсем уйрӑмах курӑмлӑ. Нихҫанхинчен пысӑк тухӑҫ пухса кӗртрӗҫ вӗсем. Агропромышленноҫ комплексне малалла та пулӑшса пырӗҫ. Хӑмла туса илес ӗҫе уйрӑмах тимлӗх уйӑрӗҫ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем валли те ырӑ хыпар пулчӗ. Ҫак отрасле аталантарассипе тӗллевлӗ ӗҫлеме пуҫлӗҫ. 

Социаллӑ тӳлевсем пирки те сӑмах пычӗ Патшалӑх Канашне янӑ ҫырура. Министрсен Кабинетне Олег Николаев вӗсене нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пӗлтӗрхи инфляци шайне шута илсе 12,2 вуннӑмӗш процент чухлӗ индексацилеме хушрӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьесен ыйтӑвне те татса пама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне укҫан пулӑшмалли майсене пӑхса тухма ыйтрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. 

Кӑҫал республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫитӗнекен ӑрӑва халалласа нумай ӗҫ тума палӑртнӑ. Вӗренӳ министерствине Олег Николаев ҫамрӑксен политикине 2030-мӗш ҫулччен аталантармалли программа хатӗрлеме ыйтрӗ. Икӗ ҫӗнӗ шкул алӑкӗсене кӑҫал уҫмалла - Шупашкарти Садовый микрорайонта тата Сӗнтӗрвӑрринче. Тата тепӗр виҫӗ пӗлӳ ҫурчӗн никӗсне ямалла. Ачасен пултарулӑхне аталантарма майсем туса парасси те тӗп вырӑнта. 

Хӑйӗн сӑмахне Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене тав тунипе вӗҫлерӗ. Улатӑр хулинче ҫуралса ӳснӗ Артемий Репкина вӑл Паттӑрлӑх орденӗпе чысларӗ. 

 

Екатерина Фомина, Екатерина Данилова, Андрей Шоклев, Вадим Владимиров, Святослав Петров