Нина Алексеева Элӗк тӑрӑхӗнчи Ҫирӗккассинчен килнӗ. Унта пурӑнакансене ял хушшипе иртекен ҫул япӑхланни пӑшӑрхантарать. Ӑна 1995-мӗш ҫулта сарнӑ пулнӑ. Унтанпа вара пӗрре те юсаман. Тӗрӗслӗх шыраса ҫирӗккассисем прокуратурӑна та ҫитнӗ. Республика Пуҫлӑхӗ кун пирки пӗлнине каларӗ. Ҫул лаптӑкне вӑл наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсама палӑртни ҫинчен пӗлтерчӗ. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулсан, Ҫирӗккассинче техника ҫӗртме уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑнмалла.
Шупашкар округӗнчи ӑстакассисене вара чукун ҫул урлӑ каҫӑ ҫукки пӑшӑрхантарать. Ҫавна пулах яла обществӑлла транспорт ҫӳремест. Ку ыйтӑва, паллах, кӗске вӑхӑтрах татса пама май килмӗ. Ҫапах та Транспорт министерствинче ҫак йывӑрлӑхран мӗнлерех тухмаллине тишкереҫҫӗ, терӗ Олег Николаев. Ҫавӑн пекех ял ҫыннисем ҫул урлӑ каҫнӑ вырӑна тата ача-пӑча лаптӑкне ҫутӑпа тивӗҫтерме ыйтрӗҫ. Сӗнтӗрвӑрри хулинчен килнӗ Виктория Корчагина вырӑнти больницӑри УЗИ аппаратне улӑштарма ыйтрӗ. Вӑл иртнӗ ҫулах юрӑхсӑра тухнӑ иккен. Ҫавӑнпа та сӗнтӗрвӑррисем тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ илеймеҫҫӗ. Республика Пуҫлӑхӗ хаклӑ йышши медицина хатӗрӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва бюджета пӑхса тухнӑ чухне шута илме шантарчӗ. Ҫулталӑк вӗҫӗччен ӑна туянма пуласси ҫинчен пӗлтерчӗ. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Хурамалта пурӑнакансене вара ҫӗнӗ культура ҫурчӗ кирлӗ. Ҫавӑн пекех шкула та тӗпрен юсамалла. Регион ертӳҫи ялта клуб ҫитес ҫул хӑпартма шантарчӗ. Вӗренӳ учрежденине вара федераци программине кӗртсен ҫӗнетме май пулӗ, терӗ. Шупашкарти "Садовый" микрорайонта ҫӗнӗ шкул алӑкне уҫнӑ май, ашшӗ-амӑшне хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ канӑҫ памасть. Ҫул урлӑ каҫма сфетофор кирлине пӗлтерчӗҫ вӗсем. Ку ыйтӑва вара ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле татса памалла.
Леонид Петров, Юрий Марков