Комсомольски, Йӗпреҫ, Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар районӗсенчи, Шупашкар хулинчи шкулсенче ӑс пухакан ачасен Чӑваш Ен ертӳҫинчен ыйтмалли, сӗнмелли сахал мар. Ачалӑхра асра юлнӑ парнерен пуҫласа республикӑра малашне ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парассипе епле проектсем палӑртса хуни таранах. Тӗлпулӑва килнӗ юнкорсем тӗрлӗ енлӗ маттур. Вӗренӳре те ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, спортра та хастар. Пысӑк интервью ыйтӑвӗсене хуравлакан мӗнле спорт тӗсне ытларах килӗштерни те кӑсӑклӑ пулчӗ вӗсемшӗн. Республика Пуҫлӑхӗ ачасене кӑсӑклӑ интервьюшӑн тав туса ӑнӑҫу сунчӗ, парнесемпе хавхалантарчӗ. Юнкорсем вара сумлӑ хӑнана ҫамрӑк корреспондентсен слетне пырса курма йыхравларӗҫ.
Алиса Александрова, Андрей Шоклев