Чӑваш Енрен пин ытла ҫухрӑм кӑнтӑралла вырнаҫнӑ Калмӑк Республики пирӗн халӑхшӑн пӗртте ют мар. Ҫакна кунта килсе куракан тӳрех туйса илет. Ку тӑрӑхра пирӗн сӑвар ятпа ҫӳренӗ мӑн-мӑн асаттесем паян кунчченех палӑракан тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ялсемпе шыв-шур ячӗсем таранах паянхи чӑваш чӗлхипе вуланаҫҫӗ. Ҫакна пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ Петр Леонтьев ентеш вӑрҫӑ ветеранӗ те ҫирӗплетет.
Халӑх яланах малалла куҫса ырӑ та лӑпкӑ вырӑнсем шыранӑ. Ҫак калмӑк ҫӗрӗсене вара ытла тухӑҫлӑ тесе калаймӑн. Кунта тахҫан-авал тинӗс пулнӑран тӑпра паян кун та тӑварлӑ. Тата ҫеҫенхирсенче яланах витӗр ҫил касса вӗрнипе йывӑҫсем те сайра. Ҫавӑн пекех ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче климат ӑшӑнса пыни те Калмӑк Республикине тӳрремӗн пырса тивет. Кунти хирсем хӑйӑрпа тулса майпен пушхире ҫаврӑнса пыраҫҫӗ.
Тӗнчене ыйхӑран вӑратакан ҫурхи ҫанталак вара тавралӑха ешертсе ырӑ шанӑҫ панӑн туйӑнать. Анчах та ку - вӑхӑтлӑх пулӑм ҫеҫ. Ҫӑва тухсанах кунти уйсемпе ҫеҫенхирсем сарӑхса, типсе лараҫҫӗ.
Ака уйӑхӗнче тюльпан ҫутисемпе ялкӑшса ҫунакан ҫеҫенхирсем калмӑк ҫӗрне чылай туриста илӗртеҫҫӗ. Ҫак куҫа тыткӑнлакан илемлӗ кунсене халалласа кунта ҫулсерен тюльпан фестивальне ирттересси те йӑлара. Ҫапла, "Ҫемье вӑрманӗ" акци те халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетсе эпир пӗрлӗхре кӑна аталанма пултарнине кӑтартать. Чӑваш Енрен ҫитнӗ хӑнасене уявра пысӑк хисеппе хапӑл турӗҫ.
Уявра савӑнма, паллах, кӑмӑллӑ. Ҫавах та, "Ҫемье вӑрманӗ" проектпа килсе ҫитнӗ хастарсене пысӑк ӗҫ-пуҫ кӗтрӗ. Малтанах хӑнасем ҫут ҫанталӑк министерствинче йӗркеленӗ видеоконференцие хутшӑнчӗҫ. Унта Калмӑк ҫӗрӗсене пушхире ҫаврӑнасран сыхламалли майсем пирки калаҫрӗҫ. Телекӗперпе Чӑваш Енри вырӑс георграфи пӗрлешӗвӗпе Обществӑлла палата пайташӗсем, Луганск Халӑх Республикинчи специалистсем ҫыхӑнчӗҫ. Докладсен йышӗнче усӑллӑ сӗнӳ чылай. Чи пахи - йывӑҫ лартас ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа хутшӑнакансене явӑҫтарасси пулчӗ. Ҫакна шута илсе Калмӑк Республикин ҫут ҫанталӑк министрӗ Санал Годжуров хӑй те йывӑҫ лартма тухрӗ. Ҫавах та хунавсене шӑварса тӑмасан вӗсем кунта кӗске вӑхӑтрах типсе кайса хӑрса ларма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех мӗнле йывӑҫ лартассине те шута илмесӗр май ҫук. Ҫеҫенхирсенче тарӑн тымар яракан хӑш-пӗр йывӑҫ кӑна ӳсме пултарать. Ҫак тӗллевпех экологи проектне пуҫаракан Анна Евграфова кунта лартма ытларах юмансем илсе килет.
Ҫапла, ырӑ проект кунти Кетченер районне те ҫитрӗ. Поселокри астӑвӑмпа кану паркӗнче йывӑҫ лартас ӗҫе Петр Леонтьев вӑрҫӑ ветеранӗ те хутшӑнчӗ. Петр Леонтьевич "Ҫемье вӑрманӗ" акци ку тӑрӑхра пурнӑҫланни питӗ вӑхӑтлӑ та вырӑнлӑ, пархатарлӑ ӗҫ-пуҫ пулнине палӑртрӗ.
Ҫавах та, ҫеҫенхирте йывӑҫ лартса ӳстересси ҫӑмӑл мар. Чылай чухне ҫамрӑк тӗмсене выльӑхсем те таптаҫҫӗ, ҫулҫисене ҫисе турачӗсене хуҫса пӗтереҫҫӗ. Йывӑҫсене выльӑхран сыхласа пралук тавраш карасси те кунта йывӑррӑн пулса пырать. Вырӑнти буддистсем ҫине тӑрсах хӑйсен тӗрӗслӗхне ҫиеле кӑлараҫҫӗ. Вӗсен сӑмахӗпе чӗрчунсем ҫӳрес килнӗ ҫӗрте пӗр чӑрмавсӑр ирӗккӗн ҫӳремелле. Карта тытни вара ҫут ҫанталӑк саккунне хирӗҫ пулать, имӗш. Мӗнле пулсан та, патшалӑхӑн ырӑ тӗллевӗ майпен-майпен вӑй илсех пырать. Хальхинче, "Ҫемье вӑрманӗ" акципе килӗшӳллӗн калмӑк ҫӗрӗ тепӗр ҫӗр тӗп ытла юман хунавӗпе пуянланчӗ.
Алексей Енейкин








