Чӑваш Ен культури ҫӗршыв тӗп хулинче

Мускаври ВДНХра иртекен "Раҫҫей" курава икӗ уйӑхра 4 миллион ытла ҫын пырса курнӑ. Чи илӗртекеннисенчен пӗри - Чӑваш Ен экспозицийӗ. Ҫакна хӑнасен сасӑлавӗ те ҫирӗплетет. Хальлӗхе пирӗн республика хӑйне евӗр рейтингра малтисен йышӗнче. Куравра кашни кунах мӗн те пулин кӑсӑкли пулса иртет. Уйрӑмах кӑрлач уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗсем тухӑҫлӑ пулнӑ.

Чи асра юлакан пулӑмсенчен пӗри - каччӑ хӗрне мӑшӑр пулма ыйтни. Туйпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ куравра унччен те пулнӑччӗ. Кун пекки вара  пӗрремӗш хут. Аркадий - Мускав ҫынни, Ирина Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Ҫак вырӑна вӗсем ахальтен мар суйласа илнӗ. Хӗрпе каччӑ Чӑваш Енре паллашнӑ, пӗрле республикӑн экспозицине хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ. Эрне тӑршшӗпех кунта тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗсем, викторинӑсем, вӑйӑсем иртрӗҫ. Хӑйсен ӗҫӗсемпе тата пултарулӑхӗпе республикӑри аслӑ шкулсен студенчӗсем паллаштарчӗҫ. Тӗслӗхрен, чӑваш эрешӗсемпе илемлетнӗ портретсем ӳкерчӗҫ. "Память" шырав ушкӑнӗн хастарӗсем хӑйсен ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗҫ. Кунтах Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ял ҫыннисем Ҫӗнтерӗвӗ ҫывхартма мӗнле пулӑшнине сӑнлакан курава пахаларӗҫ. Стенд кашни 3 эрнере улшӑнать. Паян культура министерствин экспозицийӗ ӗҫлеме пуҫлать. 
ВДНХа хӑнисен тӗлӗнмелли, кӑсӑкланмалли тата пулӗ. Кашни кун кунта хӑйнеевӗрлӗ иртет. Куравра пулса курма, килӗшнӗ экспозицишӗн сасӑлама вара вӑхӑт пур-ха. Аса илтеретӗп,  ҫӗршыври анлӑ форум ака уйӑхӗн 12-мӗшчен ӗҫлет.


Диана Иванова, Светлана Позднякова, Виктор Степанов