Чӑваш Ен Космонавтика кунне паллӑ тӑвать

Тӗнче уҫлӑхне пӗрремӗш ҫын - Юрий Гагарин - вӗҫнӗренпе 60 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна пирӗн республикӑра та кашни ҫулах анлӑ уявлаҫҫӗ.

Паян Шуршăлти Космонавтика музейĕнче яланхи пекех хӑна йышлӑ пулӗ, унта пирӗн корреспондент Алиса Александрова та ҫитсе курчӗ. 

Шуршӑлти Космонавтика музейӗ Андриян Григорьев пурӑннӑ вӑхӑтрах уҫӑлнӑ. 1972-мӗш ҫулта ӑна ялти шкулта вырнаҫтарнӑ. 2001-мӗшӗнче вара музей тинех хӑйӗн тӑван килӗнче тӗпленнӗ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре Андриян Николаев хӑй те хутшӑннӑ. Музейра 5 зал, 6 пине яхӑн экспонат. Мемориал комплексӗ ҫывӑх вӑхӑтра тата пуянланӗ. Хушма ҫуртсем ҫӗклесе ҫӑлтӑрсене сӑнамалли хӑватлӑ телескопсем вырнаҫтарса пысӑк обсерватори, планетари, интерактивлӑ кафе хута ярасшӑн. Проекта хатӗрлесе ҫитернӗ те ӗнтӗ.

 


Алиса Александрова, Михаил Солин