"Чӑваш Ен" фонд пуҫарнипе сусӑр ачасене пултарулӑх ӗҫне явӑҫтараҫҫӗ

Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫӗршывра инвалидсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫакна халалласа сывлӑхӗ хавшак ачасем валли республика шайӗнчи фестиваль-конкурс иртрӗ. Пултарулӑх тупӑшӑвне Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче йӗркелерӗҫ. 

Конкурса "Чӑваш Ен" ыр кӑмӑллӑх фончӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Унта ӗҫлекенсем тӑрӑшнипе сывлӑхӗ хавшак ачасен пултарулӑхне аталантарма, ҫемьепе пӗрле пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пулӑшакан проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Вӑл - Президент гранчӗн конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи. Фестивале 14 пӗлӳ ҫуртӗнче ӑс пухакан ачасем хутшӑнчӗҫ. Конкурс валли вӗсем пластилинран, чустаран, тӑмран тӗрлӗ япаласем ӑсталанӑ, ӳкерчӗксем тунӑ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Саланчӑк ялӗнче пурӑнакан Козловсен ҫемйи те ӑмӑртуран айккинче юлман. 

Ал ӗҫ мастерскойне Козловсем ҫемйипех ҫӳреме кӑмӑлаҫҫӗ. Николай, акӑ, тӑмран чейник ӑсталанӑ. Ӑна тӗрлӗ тӗспе сӑрласа илемлетнӗ. 

"Ал ӗҫӗпе аппаланни ачасен пуҫ мимине лайӑхрах ӗҫлеттерет, пӳрнесене ытларах хускалма пулӑшать, илемлӗхе курма вӗрентет", - теҫҫӗ вӗрентекенсем. 

Фестивале хутшӑнакансене шкулти театрсене ҫӳрекен ачасем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Саланчӑкри шкул-интернатра вӗренекенсем шкул пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ сценка хатӗрленӗ. 

Республика шайӗнчи фестиваль-конкурса пурӗ 300 яхӑн ҫын хутшӑнчӗ. Вӗсем куракансене хӑйсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗпе тыткӑнларӗҫ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин