Чӑваш Ен ӗлӗкхи ҫуртсене чӗртсе тӑратассипе патшалӑх программине хутшӑнать

Чӑваш Енри культура эткерлӗхӗн 24 ҫурчӗ "Наследие.дом.рф" платформӑра хӑйсен пулас хуҫисене - ҫӗнӗ инвесторсене кӗтеҫҫӗ. Ҫакӑн евӗр 3 объект Улатӑр тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. 

Чуварлей ялӗ хӗрринчи хырлӑхра истори пӗлтерӗшлӗ йывӑҫ ҫурт ларать. Юхӑнса кайнӑскере халӑх тахҫанах маннӑ темелле. 1932-мӗш ҫулта хута янӑскер ҫулран-ҫул кивелсе, ҫӗрсе пырать. 94 ҫул каялла кунта туберкулёзпа чирлекенсене сиплекен санаторий уҫнӑ. Аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вара ҫуртра эвакогоспиталь ӗҫленӗ. Сиплевпе тата салтаксене вӑрҫа хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тӗпчесе кунта икӗ хутчен Климент Ворошилов Совет Союзӗн Маршалӗ килсе кайнӑ. Ҫавна пулах ҫак ҫурт историшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Халӑх зодчествин пуянлӑхне упракан объект 2013-мӗш ҫултанпа юхӑнса ларать, хӑйӗн ҫӗнӗ хуҫине кӗтет.

Ҫак ҫуртран чылай аслӑрах тепӗр икӗ пӳрт вара Улатӑр хулинчи Ленин урамӗнче вырнаҫнӑ. Икӗ хутлӑ чул ҫуртсене 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче Яков Скоробогатов купса тутарнӑ. Вӗсем атӑ-пушмак ӑстисем пулнӑ. Сӑран атӑ туянма кунта пуянсем таҫтан аякран ҫӳренӗ. Купсасен ячӗпе асра юлнӑ ҫуртсем вара авалхи эклектика ӑсталӑхӗпе паллӑ. Халӗ вӗсене кӗрсе тухма та хӑрамалла.

Ҫак ҫуртсене революци хыҫҫӑн Скоробогатов купсасенчен патшалӑх аллине туртса илнӗ. Вӗсенче тӗрлӗ вӑхӑтра ӳнер шкулӗ, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх уйрӑмӗсем ӗҫленӗ. Халӗ ҫуртсем чылайранпах пушӑ лараҫҫӗ. Ҫавах та вӗсем регион шайӗнчи культура палӑкӗ шутланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене кая юлмасӑр реставраци тумалла. Ҫуртӑн маччисем ишӗлсе анас хӑрушлӑх ҫулран-ҫул ӳссех пырать. Раҫҫей президенчӗн хушӑвӗпе вара 2030-мӗш ҫулччен ҫӗршывра ҫакӑн евӗр пинрен кая мар историллӗ объекта юсамалла. Тӗллевлӗ программӑн операторӗ ДОМ.РФ цифра платформи шутланать. Пысӑк списока хальлӗхе Чӑваш енри 24 ҫурт кӗнӗ.

Тӗллевлӗ кредитпа уйрӑм предприниматель пекех ахаль юридици сӑпатлӑ ҫын та усӑ кураять. Укҫана юсав проекчӗн документацине хатӗрлеме тата ҫурта реставрацилесе ҫӗнӗ хӑтлӑх кӳрес ӗҫе яма юрать. Кун евӗр тӗслӗхсем Улатӑрта ҫук мар. Хулари Хусанти Турӑ амӑшӗ тата Прасковья Пятницкая ячӗллӗ чиркӗве, акӑ, уйрӑм ҫынсемпе "Электроприбор" завод ертӳҫисем пулӑшнипе ҫӗнетеҫҫӗ. Кӗлӗ ҫурчӗ тӗрлӗ ӗмӗрте чылай улшӑну тӳснӗ.

Чиркӳ настоятелӗ Александр Шешуков иерей кунта 2010-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра пысӑк юсав пуҫланнӑ та. Малтанах хастарсем колокольнӑн пӗрремӗш хутӗнче часовня туса эрнесерен кӗлле кӗме пуҫланӑ. Унтан чиркӗвӗн сылтӑм пайне ҫӗнетнӗ. Халӗ ҫуртӑн тӗп пайӗнче ӗҫ вӗрет. Совет тапхӑрӗнче вӑл мӗн кӑна курман пуль. Реставрацине кура чиркӳ тӗпрен ҫӗнелет теме те юрать. Чи пӗлтерӗшли - авалхи пуянлӑха упраса хӑварасси. Ҫавӑнпа та кунта урайне сарнӑ чул плитасем таранах ӗлӗкхи евӗр тӑваҫҫӗ. Калӑпӑшлӑ ӗҫсем ҫитес ҫулсенче вӗҫленмелле.

Алексей Енейкин