Чӑваш академи драма театрӗнче тухтӑрсене тав туса спектакль кӑтартрӗҫ

Хальхи канӑҫсӑр вӑхӑтра медицина ӗҫченӗсен тимлӗхӗ, вӗсем пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тивӗҫлӗ пулӑшу кӳме пултарни нихҫанхинчен пӗлтерӗшлӗ. Ҫак кунсенче "Тавах сире, хаклӑ тухтӑрсем!" акципе килӗшӳллӗн Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче "Ялта" спектакль лартрӗҫ.

Актерсемпе пӗрлех тухтӑрсене Республика ертӳҫи Олег Николаев тав турӗ. "Коронавирус алхаснӑ тапхӑрта медицина ӗҫченӗсене ытларах хисеплеме пуҫларӑмӑр, республикӑра пурӑнакансем те вӗсене май пур таран пулӑшас, ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе тӑрӑшни сисӗнет ", - терӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ. Ҫак йывӑр саманара чире хирӗҫ кӗрешекен чи хастар ӗҫченсене тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Кулленхи ӗҫрен кӑшт уйрӑлса, сывласа ямалӑх тенӗ пек театра килме майӗ те, сӑлтавӗ те тупӑннӑшӑн медицина ӗҫченӗсем тем пек хӗпӗртенӗ. 

 

Алиса Александрова, Игорь Зверев