Чӑваш академи драма театрӗнче режиссёрсен Раҫҫей шайӗнчи лабораторийӗ ӗҫлерӗ

Ҫӗршыври тӗрлӗ хуларан килнӗ пилӗк ҫамрӑк пулас спектаклӗн экспликацийӗпе паллаштарчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ пирӗн патра кӑҫалах спектакль лартӗ.

"Пуласлӑх сцени": ҫак ятпа ҫӗршыври чи пултаруллӑ ҫамрӑк режиссёрсене пуҫтарать ӑсталӑх лаҫҫи - Раҫҫейри театрсен лабораторийӗ. Ӑна иккӗмӗш хут юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑра та палӑрнӑ Борис Манджиев ертсе пырать. Малтан вӑл Мускавра иртнӗ, унтан Элистара, виҫҫӗмӗш ӑмӑрту - Шупашкарта. Йӗркелӳҫӗсен тӗллевӗ - сцена чӗлхине хӑюллӑн ҫӗнетсе пырасси. "Ҫамрӑк пуҫра - чӑрсӑр, халиччен пулман шухӑшсем, вӗсене итлесе эпӗ паян, ыран куракана мӗн кирлине чухласа илетӗп", - тет Борис Наминович.

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен темисем тӗрлӗрен: вырӑссен аслӑ ҫыравҫисен паллӑ хайлавӗсенчен пуҫласа хальхи халап таранах. Мускавран килнӗ Антон Понаровский Александр Пушкинӑн "Капитан хӗрне" ҫӗнӗлле лартса тӗлӗнтерес кӑмӑллӑ.

Тупӑшӑвӑн пӗрремӗш тапхӑрне 30 ӗҫ хутшӑннӑ, пилӗк режиссёр Шупашкара килме тивӗҫ пулнӑ. Ӑмӑрту йӗрки тӑрӑх, вӗсем - театр училищин аслӑ курсӗсенче вӗренекенсем, театрта 10 ҫул таран ӗҫленисем. Айккинчен режиссёр чӗнсе спектакль лартассине академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи те ырласа йышӑнать. 

Лабораторие хутшӑнакансем хушшинчен Китайран килнӗ хӗр те пур. Питӗрте пӗлӳ илнӗ, Кӗҫӗн театрта та спектакль лартнӑ Ланьбо Цзяо Виктор Пелевинӑн "Хурт-кӑпшанкӑсен пурнӑҫӗ" романӗ тӑрӑх эскиз сӗнчӗ. Вӑл кунта киличчен чӑваш культурине тӗпченӗ, пӗрпеклӗхсем нумаййине асӑрханӑ. 

Ҫамрӑк режиссёрсем сӗнекен хайлавсем пурте кӑсӑк, тарӑн шухӑшлӑ, хальхи вӑхӑтра ҫивӗч тӑракан ыйтусене хӑйне евӗрлӗ мелпе ҫӗклеҫҫӗ. Мускавран килнӗ Светлана Кочетован Михаил Рощинӑн "Эшелон" трагедилле повеҫӗ тӑрӑх хатӗрленӗ эскизӗ те пирӗн куракана ҫывӑх пулма кирлӗ. Театр пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, пӗр ӗҫе кӑна йышӑнаҫҫӗ пулсан та, ыттисемпе ҫыхӑну татмӗҫ.

Тӳресем "Василиса" спектакль эскизӗпе Тольяттирен килнӗ Алёна Савельева ӗҫне суйласа илчӗҫ. Чӑваш наци сӗмне кӗртнӗ хайлава ҫӗнӗ сезонта кӑҫалах сцена ҫине кӑларма палӑртнӑ.

Марина Карягина, Вадим Владимиров