Чӑваш ачисем Мускавра стройпа утассипе иртнӗ конкурсра палӑрнӑ

Ӑсталӑхне кура Хӗрлӗ Чутай тата Патӑрьел шкулӗсенче вӗренекенсем ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. Патриотла ӑмӑртӑва 82 ҫул каялла совет ҫарӗсем фашистсене Мускав ҫывӑхӗнче ҫапса аркатнине халалланӑ. 

Мускавра стройпа утассипе пуҫарнӑ хула конкурсне 17-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта 45 ытла ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, вӗсем Раҫҫей тӗп хулинчен кӑна мар, пирӗн республикӑпа Тутарстанран та ҫитнӗ. Шкул ачисемпе кадетсем тӗрлӗ ӳсӗмре тата дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. Тӳресен йышӗнче пурнӑҫне ҫар ӗҫне халалланисем, ҫав шутра чӑвашран тухнӑ "Сыны Отечества" юлташлӑхӑн офицерӗсем те пулнӑ. Вӗсем конкурса хутшӑнакансене темиҫе енчен хак панӑ - отрядӑн ҫи-пуҫӗ, командир хӑйне мӗнле тыткалани, хушусене ҫирӗп те пӗр харӑс епле пурнӑҫлани, стройпа юрласа утса тухни - пӗтӗмпех пӗлтерӗшлӗ. 

Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчи "Спарта" ушкӑн кадетсем хушшинче 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Хӑй ячӗпе тумне команда ахалтен суйласа илмен - Донецкри паллӑ батальон паттӑрлӑхӗ витӗм кӳнӗ. Кадет классне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ учителӗ Эдуард Романов вӗрентет. Палӑртса хӑвармалла, "Спарта" ушкӑн конкурса хутшӑннипе ҫеҫ ҫырлахмасть, вӗсем пӗлтӗр те ҫак патриотла ӑмӑртуран ҫӗнтерӳҫӗ ятпа таврӑннӑ. 

Мускаври конкурсра республика чысне Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулта ӑс пухакансем те тивӗҫлӗ хӳтӗленӗ. "Батыр" отряд хӗрсенчен ҫеҫ тӑрать, апла пулин те пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи аслӑ классен йышӗнче вӗсене ҫитекенни пулман. Ушкӑн ӗҫне Алексей Адикин физкультура учителӗ йӗркелесе пырать.

Патӑрьелсене Мускаври конкурса Вячеслав Ильин запасри полковник чӗнсе янӑ. Вӑл "Юнармия" юхӑмне аталантарассипе хастар ӗҫлет. Тахҫан амӑшӗ вӗренсе тухнӑ шкулта чылай вӑхӑт ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парассине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Пикесен ӑсталӑхне вӑл пысӑк хак панӑ: ушкӑн тӑрӑшуллӑхӗпе тата тараватлӑхӗпе палӑрса юлнӑ.

Республикӑри ушкӑнсене ӑмӑртӑва татах та хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Черетлӗ тупӑшава Мускавра ака уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ.