Чӑнлӑха, чунлӑха тата илеме никӗсе хурса ӗҫлекен ӑсчах

Филологи ӑслӑлӑхӗн докторӗ, литература тӗпчевҫи, профессор Юрий Артемьев 85 ҫул тултарнӑ ятпа гуманитари наукисен институчӗ ӗҫлӗ тӗлпулу йӗркелесе ирттерчӗ. "Халӑх ӑс-хакӑлӗн" иксӗлми ҫӑлкуҫӗ: сӑмах мехелӗпе чӗлхе хавалӗ" тесе ят панӑ форума ӑсчахсемпе ҫыравҫӑсем, аслӑ шкулта вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.

Канаш тӑрӑхӗнчи Сиккассинче, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхпа уйрӑлса тӑракан ял-йыш хушшинче тӑван сӑмах техӗмне туйса ҫитӗннӗ Юрий Артемьев вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Хусан патшалӑх университетне ҫул тытнӑ, каярах Мускавра Тӗнче литературин Максим Горький ячӗллӗ институчӗн аспирантурипе докторантуринче пӗлӳ илнӗ. Мускавпа Хусан ӑслӑлӑх шкулӗсенчен тухни унӑн тӗпчевӗсенче аван палӑрать.

Ӑслӑлӑхри ҫулташӗсем Юрий Артемьевӑн ӗҫ-хӗлне тишкерсе ыттисенчен уйӑрса тӑракан енӗсене палӑртрӗҫ. "Чӗрӗ критик" терӗҫ ун пирки. Совет тапхӑрӗнче шар курнӑ пултаруллӑ ҫыравҫӑсене хӳтӗлеме хӑюлӑх ҫитерсе айӑпласран ҫӑлса хӑварнӑ иккен Юрий Михайлович.

Кӑткӑс та тарӑн шухӑшсене типӗ чӗлхепе мар, пурте ӑнланмалла, асра юлмалла сӑнарлӑн та вирлӗн ҫырни, илемлӗ хайлаври пек ӳкерчӗклеме пӗлни - никамӑннилле мар пултарулӑх. Юрий Артемьевӑн 15 кӗнекене яхӑн, 300 майлӑ тӗпчев статйи - кирек хӑшне алла илсен те, вӗсем тӑван литературӑшӑн чӗрӗлӗх шывӗ пек, вулаканшӑн вара - сӗтеклӗ сӑмах. "Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем" ярӑмра тухнӑ "Константин Иванов: пурнӑҫ, шӑпа, вилӗмсӗрлӗх" монографи пек поэт кун-ҫулне тишкерни пирӗн хальлӗхе ҫук-ха.

И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вырӑс литературин кафедрине ертсе пынӑ Юрий Артемьев тӑван сӑмахлӑхран шит те уйрӑлманни паха. Анлӑ тавракурӑмлӑ, ытарлӑ шухӑшлавлӑ, яланах чӑнлӑха, чунлӑха, илеме никӗсе хурса ӗҫлекен ӑсчах 20-мӗш ӗмӗрти чӑваш литературине тӗпчесе ҫырни - ылтӑн ҫӳлӗк кӗнеки. Вӑхӑтпа тан утакан Юрий Михайлович - Раҫҫей профессиллӗ аслӑ пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата патшалӑх премийӗн лауреачӗ вӑхӑтпа тан утать, самана сывлӑшӗпе сывлать, вӑл яланах вулакансем хушшинче.

Пурнӑҫ шкулӗ вӑрҫӑ ачине тем тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр те кӑларнӑ, анчах чаплӑ академиксен аллинче туптаннӑ ҫирӗп шӑнӑрлӑ ҫын йывӑрлӑха парӑнман, ӗҫленӗ те ӗҫленӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва пӗтӗмлетсе, Юрий Михайлович ҫамрӑксене пилленӗн ырӑ сӗнӳ пачӗ. 

Марина Карягина, Олег Цыпленков