Тамара Сатси 1876-мӗш ҫулта Эстонири хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пӗчӗклех тӑлӑха юлнӑскер Иеври хӗрарӑмсен мӑнастирӗ ҫумӗнче хӳтлӗхне тупнӑ. Сӑваплӑ вырӑнта хӗрача Турра юрӑхлӑ пурнӑҫа хӑнӑхса ӳснӗ. Тӗрлӗ тӑрӑхра пулса чылай ырӑ ӗҫпе палӑрнӑ хыҫҫӑн ӑна шӑпа Шупашкарти Владимирта курӑннӑ турӑ амӑшӗн таса сӑнарне халалланӑ мӑнастире илсе ҫитернӗ. Малтан Мария ятлӑ пулнӑскер, монаха тухса Тамара ятпа ҫӳреме пуҫланӑ. Каярахпа мӑнастир ертӳҫи пулса тӑнӑ. Сӑваплӑ ӗҫре чунне парса тӑрӑшнӑшӑн вӑл игуменья санне тивӗҫнӗ. Ун чухнехи влаҫ чиркӳ ҫыннисене хӗсӗрлеме пуҫласан Тамара Турӑ ячӗпе чылай пусмӑр тӳснӗ. Юлашкинчен, айӑплама сӑлтав тупаймасӑр 10 ҫуллӑх Улатӑр районӗнчи тӗрмене хупнӑ. Анчах та тепӗр ҫулталӑкран - 1942-мӗшӗнче таса пурӑнӑҫлӑ монаха Турра хытӑ ӗненнӗшӗн персе вӗлернӗ. Ун чухне вӑл 66-ра пулнӑ. 2007-мӗш ҫулта 2-мӗш Алексий патриарх ертсе пынӑ Аслӑ Синод йышӑнӑвӗпе Тамара игуменьяна ҫветтуйсен йышне кӗртнӗ. Иртнӗ ҫулсенче тӗншӗн асап тӳссе вилнӗ монах ячӗпе унӑн тӑванӗсем чиркӳ лартма шут тытнӑ.
Алексей Енейкин, Наталья Егорова