Чӑн тӗнпе пурӑнакансен уявӗ

Шупашкарпа Чӑваш Ен епархине йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитрӗ. Ҫак пулӑмпа Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пысӑк уяв иртрӗ. 

80 ҫул хушшинче ҫӗршер пин ҫынна Турӑ енне ҫавӑрнӑ епархин кун ҫулне ҫак стендсенче сӑнланӑ. Ятарлӑ курав иртнӗ уйӑхранпа Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ӗҫлерӗ. Хальхинче ҫак пысӑк пулӑм чӑн тӗне чунпа парӑнса ӑна тӗрлӗ тӑрӑхра аталантаракасене савӑнӑҫлӑ уява пухрӗ. Хӑнасене малтанах Шупашкарпа Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий тата Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗҫ.

Халӑха Туррӑн тивлетне чунпа туйса пурӑнма вӗрентекенсен ҫак кун саламсем йышӑнма сӑлтав пысӑк. Хальхи вӑхӑтра пысӑках мар республикӑра 311 чиркӳ тата 100 ытла часовня ӗҫлет. Ҫавӑн пекех 7 мӑнастир пур. 80 ҫул каялла вара кун пирки ӗмӗтленме те пултарайман. Ун чух Чӑваш Енре 28 чиркӳ кӑна ӗҫленӗ. Турра ӗненекенсене хӗсӗрленӗ вӑхӑтра, чӑн та, православи халӑхӗн шӑпи ҫав тери йывӑр пулнӑ. Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче 183 чиркӗве ҫӗрпе тикӗсленӗ. Тепӗр 27-шӗнчен складсемпе сарайсем, предприятисем тунӑ, клубсемпе шкулсем уҫнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Шупашкарта Чӑваш Ен епархийӗ йӗркеленнӗ. Майпен-майпен чӑн тӗнпе пурӑнакансемшӗн ҫӗнелӳ тапхӑрӗ пуҫланнӑ.

Уявра хӑнасене Чӑваш митрополийӗн парнисемпе тав турӗҫ. Гурий, Варсонофий тата Герман святительсен ячӗллӗ, ҫавӑн пекех нумай асап тӳссе вилнӗ Авраамий Болгарский ҫветтуй ячӗллӗ медальсемпе чысларӗҫ. Пысӑк хисепе тивӗҫнисен йышӗнче чиркӳ ҫыннисемпе пӗрлех пирӗн ӗҫтеш, 10 ҫула яхӑн "Ырӑ хыпар" журнала кӑларса тӑракан Вера Савельева пулчӗ. Хисеплӗ ватӑсене те чыс турӗҫ. Вӑл шутра уйрамах Патӑрьелти чиркӳ настоятельне 92 ҫулти Алексий Федоров протоиерейе палӑртмалла. Чӑваш Ен епархийӗнче вӑл халӗ чи аслӑ ҫын шутланать. 

Шупашкарпа Чӑваш Ен митрополийӗ тӗн ҫирӗплӗхӗпе вӑйланса аталану сукмакне такӑрлатать. Иртнӗ 5 ҫулта ҫеҫ Савватий митрополит ертсе пынипе республикӑра 20 ытла чиркӳ уҫӑлнӑ. Ҫак ҫитӗнӳсене палӑртса епархине Чӑваш Енри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн муфтийӗ, аякран ҫитнӗ хӑнасемпе епископсем саламларӗҫ.

Уяв каҫӗнче митрополи Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ Чӑваш Енӗн хисеп грамотине тивӗҫрӗ. Ҫакӑ халӑха тӗнпе ертсе пыракансен тивӗҫӗ паянхи кун уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать. 

Алексей Енейкин, Лидия Галактионова, Святослав Петров