Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 1-мӗшччен ҫӗршыв конституцине улшӑнусем кӗртессипе сасӑлав пулать

Участоксенче харӑс нумай ҫын пуҫтарас мар тесе ҫакӑн валли пӗр эрне вӑхӑт уйӑрнӑ.

Ятарлӑ комисси 20-е яхӑн статьяна ҫӗнӗлӗхсем кӗртме палӑртнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ҫемье хаклӑхӗпе тата ачасемпе ҫыхӑннӑ. Кашни ҫыншӑн ҫемье тата ача-пӑча - патшалӑх пуласлӑхӗн никӗсӗ пулмалла. Ҫавӑнпа та правительство демографи ыйтӑвне уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрать. Раҫҫейри халӑхсем яланах йышлӑ ҫемьесемпе палӑрнӑ. Тӗрлӗ ӑру пӗр-пӗрне ӑнланса, упраса, аслисем ҫамрӑккисене ӑс парса пурӑннӑ. Ҫак тата ытти хаклӑхсене ҫӗршыв малашне те ҫухатмалла мар. 

 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов